08 февраля 2014 г.
.jpg)
«Пурнăçра паттăрлăх валли яланах вырăн пур». Çапла çырнă вырăссен аслă писателĕ Максим Горький эпир ача чухнех вуланă, пурте юратакан «Изергиль кинемей» калавĕнче.
Çак çунатлă сăмахсем пирĕн Вăрмар районĕнче кăна мар, Чăваш Республикинче те пиншер-пиншер çын пĕлекен, хăйĕн ĕçĕсемпе чапа тухнă Василий Николаевич Нягина тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Мĕнпе палăрнă-ха çак тĕлĕнмелле çын; Сăмахăмăр ун çинчен.
В.Нягин 1954 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче пирĕн районти Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Николай Константинович Константинов Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ пулнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ, вăл шутра электрик та пулнă. Шел пулин те, вăл иртнĕ çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче 86 çул тултарсан сасартăк вилсе кайрĕ. Эпир пĕр-пĕрне нумай çул хушши пĕлнĕ.
Мăшăрĕ унăн, Ольга Николаевна (Нягинсен йăхĕнчен) 40 çула яхăн медицина сестри пулса ĕçленĕ, çынсен сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн ырми-канми тăрăшнă. Ĕмĕрĕ кĕске пулнă çав унăн: 1988 çулта 63-рех çĕре кĕнĕ. Тăпри çăмăл пултăр ĕнтĕ Константиновсен, арăмĕпе упăшкин...
Вĕсен аслă ывăлĕ Василий Нягин (çемьере пурĕ 5 ывăл пулнă) 1971 çулта Энĕшпуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн «Авангард» совхозра рабочи пулса ĕçленĕ, ДОСААФ шкулĕнче вĕренсе шофер специальноçне алла илнĕ, каллех тăван хуçалăхра ĕçленĕ.
1972-1973 çулсенче Василий Совет Çарĕнче, Çарсен Кăнтăрти ушкăнĕнче, Венгрире, службăра тăрать. 1976 çулта Ленинградри пушарпа техника училищине вĕренсе пĕтерет, лейтенант званине илет. Пĕр вăхăт Шупашкарта Шалти ĕçсен Министерствин системинче ĕçлет.
1981 çулта вăл Мускаври пушар тата техникăпа инженери аслă шкулĕнчен инженера вĕренсе тухать. Ĕçлеме ăна Шупашкарах яраççĕ. Пуçланать вара çамрăк офицершăн йывăр та канăçсăр, нумай вăй-хал, хăюлăх ыйтакан служба. Кунта вăл инспектортан пуçласа Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин пушар хăрушсăрлăх службин Управленийĕн начальникĕ таран, лейтенантран полковник таран ÿсет. 2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнче - Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн председателĕн пушар хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăхĕн патшалăх управленийĕн начальникĕ пулса ĕçлет.
Службăра (хĕсметре) тăнă вăхăтра ăна Шупашкар хулин Калинин район Совечĕн депутачĕ пулма суйлаççĕ.
2005 çултанпа В.Нягин Шалти ĕçсен министерствин пенсионерĕ.
30 çула яхăн вут-çулăмпа кĕрешнĕ Василий Николаевич. Чăнахах та вутпа-çулăм витĕр тухнă çын. Çак хĕрÿ ĕçре вăй-халне те, сывлăхне те шеллемен, темиçе хутчен те вилĕмпе куçа-куçăн тăнă.
... 1994 çулта августăн 3-мĕшĕнче Канаш хулинчи нефтебаза çунма пуçланă. Унта цистернăсенче çĕршер-çĕршер тонна бензин, дизтопливо, мазут, краççын упраннă. Тÿрех паллă пулнă: çавăн чухлĕ çунакан шĕвек çунса сирпĕнсе кайсан Канаш хулипе унта пурăнакан пиншер çыншăн çав тери пысăк инкек пулма пултарнă.
В.Нягин подполковник пушар расчечĕсене вара питĕ пĕлсе вырнаçтарнă, пушара тÿрех сÿнтерме пуçланă. Вут-çулăм çав тери вăйлă пулнă, пушарниксен тумĕ те ирĕлме пуçланă. Çав вăхăтрах пĕр резервуартан каякан трубопровод çурăлнă, унран дизтопливо çулăм еннелле вăйлăн сирпĕнме пуçланă. Вара Василий Николаевич трубопровод çине... хăй выртса çурăлнă вырăна хупланă. Çав вăхăтра ытти пушарниксем резервуар патне талпăнакан çулăма сÿнтернĕ. Пĕтĕмĕшпе вара нефтебазăна та, хулана та, çынсен пурнăçне те çăлса хăварнă.
Тепĕр пулăм. 1996 çулхи май уйăхĕнче Çĕмĕрле хули çывăхĕнчи Мыслец разъездĕнче пысăк авари пулнă: фенол тата дизтопливо тултарнă 24 цистерна чукун çул çинчен йăваннă. Шĕвекĕн сиенлĕ пăсĕ çунма пуçланă. Мĕн тери пысăк инкек, экологи катастрофи пуласси куç умĕнчех пулнă.
Василий Николаевич подполковник вара çав тери хăрушă вырăнта, çунма пуçланă цистернăсене сÿнтернĕ çĕрте пулнă, пушар расчечĕсене тĕрĕс хушусем панă, хăй те çунакан фенола пушар кĕпçипе темĕн чухлĕ вăхăт сÿнтернĕ, сиенлĕ пăспа сывланă. Пушарниксем, ытти çынсем çулăма сÿнтернĕ, пулма пултарнă хăрушă катастрофа çулне пÿлнĕ...
Ытти вуншар-вуншар пушар сÿнтернĕ чухне те вăл çулăм ăшне кĕре-кĕре кайнă, темиçе çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă, патшалăхăн, уйрăм çынсен çĕршер-çĕршер миллион тенкĕ тăракан пурлăхне сыхласа хăварнă.
Василий Николаевичăн паттăрлăхĕпе хăюллăхне патшалăх пысăка хурса хакланă. Ăна икĕ хутчен Паттăрлăх (Мужество) орденĕпе, темиçе медальпе наградăланă.
Каларăмăр ĕнтĕ: В.Нягин халĕ пенсире. Анчах та вăл, пысăк опыт пухнă çын, килте лараймасть, халĕ те яваплă вырăнта, Шупашкар хулинчи клиника центрĕнче, ĕçе сыхлакан инженер пулса ĕçлет.
Василий Николаевич обществăн паллă деятелĕ те.
10 çул ытла ĕнтĕ Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕн вице-президенчĕ. Çак вырăнта пысăк ĕç тăвать вăл: ентешсен тĕл пулăвĕсене ирттерет, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене, уйрăм çынсене пулăшу парать. Уйрăмах вăрçă ветеранĕсемпе нумай ĕçлет, вĕсене тăтăшах пухать, калаçусем ирттерет, кирлĕ чухне ветерансем патне килĕсене те каять, Шупашкарти шкулсенче унта вĕренекенсемпе тĕл-пулусем ирттерет, ветерансене, паллă çынсене хутшăнтарать.
Маларах, пушар хăрушсăрлăх системинче ĕçленĕ чухне те, халĕ те Василий Николаевич тăван енпе, Вăрмар районĕпе, тачă çыхăну тытать. Пысăк пулăшу пачĕ вăл района. Пушар машинисем, ытти техника уйăрса паратчĕ предприятисемпе организацисене. Вăл тăрăшнипех 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Вăрмар поселокĕнче çĕнĕрен пушар деповĕ тунă, çакăн пек депона Энĕшпуç ялĕнче те туса лартнă, пушарпа кĕрешекен система валли кадрсем хатĕрлессипе те нумай ĕçлерĕ.
Вăл тÿрремĕнех хутшăннипе Вăрмарти çар комиссариачĕ çурчĕн стени çине Совет Союзĕн Геройне А.С.Казакова, Мухтав орденĕн тулли кавалерне П.П.Порфирьева асăнса, Ю.Н.Васильев строитель, СССР спорт мастерĕсем, пушар службин ветеранĕсем Ивановсем пурăннă çуртсем çине асăну хăмисем туса çакнă, хăйсен тивĕçне пурнăçланă чухне вилнĕ шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсене асăнса районта сумлă палăк лартнă.
Василий Николаевич тата пирĕн мухтавлă ентеш Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Светлана Владимировна Захарова районти влаç органĕсем пулăшнипе Вăрмарта кашни çулах çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсене ирттереççĕ, пушарпа техника енĕпе те тăтăшах ăмăртусем пулаççĕ кунта.
Çапла канăçа пĕлмесĕр тăрăшать паянхи кун та отставкăри полковник В.Нягин. Вăл Энĕшпуç ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Нумаях пулмасть районти влаç органĕсем ăна татах та сумлă ят, Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ ятне те пачĕç. Мĕнех калăн, чăнахах та тивĕçлĕ çак мухтавлă ята Василий Николаевич.
Вăл йĕркеллĕ те туслă çемье пуçлăхĕ. Арăмĕ, Людмила Петровна Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, чукун çул техникумне, институтне вĕренсе пĕтернĕ, профессипе инженер-экономист, нумай çул хушши ĕнтĕ Шупашкарти чукун çул вокзалĕн начальникĕ пулса ĕçлет. Вăл Чăваш Республикин транспорчĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Нягинсен хĕрĕ Ольга Васильевна Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн сотрудникĕ, званипе вăл - подполковник. Ывăлĕ, Николай Васильевич вара майор, вăл та пушарпа кĕрешекен служба системинчех ĕçлет. Василий Николаевич февралĕн 11-мĕшĕнче хăйĕн юбилейне, çуралнăранпа 60 çул тултарнине, паллă тăвать. Эпир ăна çак пулăмпа чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.
Хастарлă, хыт утăмпах утăр малалла, хисеплĕ Василий Николаевич!
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.АЛЕКСЕЕВ