08 февраля 2014 г.

Тин кăна-ха кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕччĕ, умра каллех - çур аки. Ăна васкавлă та пахалăхлă пурнăçласа ирттерсе яма тĕллев лартрĕç те ĕнтĕ райадминистрацин ларусен залне пухăннă хресчен (фермер), ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсемпе уйрăм кил хуçалăх хуçисем, предпринимательсем тата ытти тĕрлĕ отрасльте вăй хуракансем. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин уçрĕ, вăлах ăна ертсе пычĕ.
Малтанах райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов агропромышленность комплексĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Çавăн пекех çитсе пыракан çур акине тĕплĕн хатĕрленесси еплерх пулса пыни пирки чарăнса тăчĕ. Кашни гектар çĕр лаптăкĕ продукци патăр тесе çанна тавăрсах ĕçлемеллине палăртрĕ Дмитрий Геннадьевич.
«Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Е.Соколова вăрлăхлăх культурăсене хурт-кăпшанкăсемпе тĕрлĕ чир-чĕрсенчен хÿтĕлемеллин майĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çанталăк условийĕсене кура тĕрлĕ «тăшмансем» (хлебные жуки, проволочники, вредные черепашки тата ытти те) тапăнма пултарас хăрушлăх пурри пирки те каларĕ.
Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене ÿсен-тăрансене тĕрлĕ енлĕ хÿтĕлемелли хатĕрсемпе, минераллă удобренисемпе, вăрлăхпа туллин те йÿнĕрех хакпа тивĕçтерме май пурри пирки «Суту-илÿ çурчĕ» «Химик» тулли мар яваплă обществăн директорĕ В.Сидорчев, В.Нарышкин менеджер, Агроальянс МТС регионти представителĕ В.Сидоров паллаштарчĕç.
Патшалăх пулăшăвĕ парас çĕрти улшăнусемпе, çĕнĕлĕхсемпе Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн пирĕн районти тĕп специалист- эксперчĕ паллаштарчĕ. Çак пулăшăва илес тесен кирлĕ хутсене васкавлă майпа хатĕрлеме тытăнмалли çинче чарăнса тăчĕ.
Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене тĕрлĕ енлĕ кредитсем парса пулăшас енĕпе «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин Вăрмар районĕнчи хушма офисĕн управляющийĕ А.Максимова, перекет банкĕн 8613 номерлĕ Чăваш уйрăмĕнчи 8613Ÿ0327 номерлĕ хушма офисăн аслă инспекторĕ С.Алжирова тухса калаçрĕç. Хăйсен шанчăклă партнерĕсем çинчен ырăпа аса илчĕç. Чип-чипер пурăннă вăхăтрах кĕтмен çĕртен е хамăр асăрханусăр пулнипе, е çанталăкăн условийĕсене пула инкексем те пулма пултараççĕ. Ку енĕпе асăрханса кашнийĕнех харпăр-хăйне е пурлăхне страхламаллине аса илтерчĕ «Росгосстрах» акционерсен уçă обществин Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ И.Алексеева. Иртнĕ çулсенче Росгосстрах инкекре шар курнисене пулăшу кÿнĕ тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ.
Çурхи ака-суха вăхăтĕнче пур йышши ял хуçалăх техники хатĕр пултăр тесен, вĕсене вăхăтра пăхса, юсаса пĕр сăкăлтăксăр çуракине хутшăнмалли çинчен Вăрмар тата Куславкка районĕсемпе ĕçлекен Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ В.Николаев каларĕ. Ĕç-хĕле ĕнерхинчен лайăхрах пурнăçлас тесен техника паркне те çĕнетсех тăмалла. Ку ыйтупа «Агромашснаб» тулли мар яваплă обществăн коммерци директорĕ Л.Александров паллаштарчĕ. Ял хуçалăх техникисем пĕр чăхăмламасăр ăнăçлă ĕçлеччĕр тесен пахалăхлă сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе тивĕçтермелле. Туянаканшăн вĕсен хакĕсем те интереслĕ. Çак тата ытти тĕрлĕрен ыйтупа тухса калаçрĕ «Партнер» тулли мар яваплă обществăн клиентсемпе ĕçлекен менеджерĕ О.Арнаутова.
Çÿлте палăртнă ĕçсене пурне те кадрсем татса параççĕ. Апла пулсан вĕсене вĕрентсе хатĕрлемелле, ку ĕçе ытларах çамрăксене явăçтармалла. Шкул сакки çинченех ачасене çĕре, тăван вырăна хисеплеме, юратма хăнăхтармалли пирки тата халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе кăларнă ятарлă саккун еплерех пурнăçланса пыни çинчен районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн руководителĕ В.Нестеровпа район прокурорĕн пулăшуçи К.Исаева паллаштарчĕç.
«Г.Н.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.Ямуков хăйĕн ĕçри опычĕпе паллаштарнине интересленсех итлерĕç.
Пур ыйтусене те сÿтсе явнă хыççăн райадминистраци пуçлăхĕ пĕтĕмлетÿ турĕ. «Район çыннисем питех те тăрăшуллă, çитĕнÿсем тума майсем çителĕклĕ, пурте пĕрле тăрăшсан çур аки те ăнăçлă иртĕ», - терĕ К.Никитин.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА