АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анна Хованская - Раççей чемпионки

05 февраля 2014 г.

Анна Хованская - Раççей чемпионки

2014 çулта Чăваш Енре спорт ориентировки аталанма пуçланăранпа 45 çул çитет. Спортăн хăйне евĕрлĕ тĕсĕпе Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра 7 «б» класра вĕренекен Анна Хованская чăннипех те интересленет, палăрмаллах çитĕнÿсем тăвать.

Спорт ориентированийĕпе çывăх туслашиччен Аня малтан гимнастика, карате, ташă, ÿкерме вĕренмелли секцисене çÿренĕ. Анчах нихăшĕ те спорт ориентированийĕ пек кăмăлне кайман. Çапла вара Аня иккĕмĕш класран пуçласа О.Калашников тренер патĕнче ăсталăха туптать. Олег Юрьевич 20 çула яхăн спорт ориентированийĕ енĕпе тренерта вăй хурать. Унăн воспитанникĕсенчен чылайăшĕ темиçе хут Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ. Çамрăк хĕр ача тренировкăсене пĕр сиктермесĕр çÿрет - эрнере тăватă хутчен. Канмалли кунсенче тренировкăна вăрмана тухса çÿремелле е ăмăртусене хутшăнмалла. Çуркунне вара ăмăрту сезонĕ пуçланать. Тăрăшни сая каймасть. Тупăшусенче çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тăвать. Çакна вăл тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнсе илнĕ 60 ытла медаль, вĕсенчен 40-шĕ ылтăнни, çирĕплетсе параççĕ.

Аня пĕрремĕш хут ăмăртăва хутшăннине халĕ те лайăх ас тăвать. 2008 çулхи март уйăхĕнче пулнă вăл, иккĕмĕш класра вĕреннĕ ун чухне хĕр ача. Спорт ориентированийĕ енĕпе Геленджик хулинче ăмăрту ирттернĕ. Тупăшăва 78 вĕренекен хутшăннă, Аньăн 22-мĕш вырăнпа килĕшме тивнĕ. Çакă ăна çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнă.

2009 çулта спорт ориентированийĕ енĕпе Шупашкарта ирттернĕ хĕллехи республика чемпионатĕнче вăтам дистанцисене чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Çав çултах республика чемпионатĕнче спринт дистанцире тата Чулхулара ирттернĕ 42-мĕш «Анлă Атăл» уçă чемпионатра спринт дистанцире çĕнтерет, хисеп пьедесталĕн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарать.

2010 çул çитĕнÿсен çулталăкĕ пулнă уншăн. Спорт ориентированийĕ енĕпе Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаев летчик-космонавта асăнса ирттернĕ республика Кубокĕн пĕрремĕш тапхăрти ăмăртăвĕнче тата Мари Эл республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн Йошкар-Олара ирттернĕ уçă чемпионатра пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илет.

Тепĕр çулталăкĕ татах та ăнăçлăрах пулать. Июнь уйăхĕнче Чулхулара спорт ориентированийĕ енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем - «Атăл шурăмпуçĕ» 44-мĕш уçă чемпионат иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре хăйĕнпе пĕр çулхисем хушшинче Аня каллех çĕнтерет, Раççей чемпионки ятне çĕнсе илет, çитĕннисен пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçлать.

Ун хыççăн Киров облаçĕнче, Мари Эл республикин Йошкар-Ола хулинче, Тула облаçĕнчи Алексин хулинче йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче вăлах çĕнтерÿçĕ пулса тăрать.

Иртнĕ çулхи кăтартусем те савăнтараççĕ. Март уйăхĕнче спорт ориентированийĕ енĕпе Краснодар крайĕнче «Хура-тинĕс-2013», май тата июнь уйăхĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Российские азимуты» массăллă ăмăртусем, Хусанта, Тутар Республикинче, Зеленодольскра, Атăлçи Федераллă округра мала тухассишĕн ăмăртусем пулнă. Вĕсенче кашнинчех пирĕн ентеш, пултаруллă çамрăк хĕр ача çĕнтернĕ, пысăк çитĕнÿ тунă.

Чĕмпĕр облаçĕнче Раççейри паллă спортсменкăна Анна Аристовăна асăнса турнир йĕркеленĕ. Республикăри ытти спортсменсемпе пĕрлех Аня та пысăк çитĕнÿ тунă, Хисеп пьедесталĕн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарса тăнă.

Умра çĕнĕ ăмăртусемпе тĕллевсем, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçласси.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика