05 февраля 2014 г.

Пĕтĕм Раççейри «Спортпа сывлăх вунăкунлăхĕ» акци пирĕн районта та активлă иртрĕ. Январĕн 5-мĕшĕнче сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунне сывă пурнăç йĕркине килĕштерекен пиншер çын хутшăнчĕ. Çав кун районти Спорт çуртĕнче те тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсем йĕркелерĕç.
Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунне хутшăнма шкул ачисем йышлăн килнĕ кунта. Спортпа сывлăх вунă кунлăхĕн акцине хутшăнакан çамрăк спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов ăшшăн саламларĕç, ăмăртусенче ăнăçусем тума сунчĕç. Мероприятие хутшăнакан Раççей спорт мастерĕ, велосипедпа чупассипе Раççей Кубокĕн 2011 çулхи çĕнтерÿçи Руслан Боредский те сăмах тухса каларĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче Руслан тăван ялне килнĕ. Паллах, Спорт çуртне килсе курмасăр мĕнле пултăр-ха! Çакăнтан тухнă-çке вăл спортăн анлă çулĕ çине. Кунтах хăйĕн спортри çывăх юлташĕпе, Ленинград облаçĕнчи Сестрорецк хулинчи Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕпе Владислав Михайловпа тĕл пулчĕ. Русланăн иртнĕ çулхи спортри çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ. Кипр çĕршывĕнче арçынсем хушшинче ирттернĕ ăмăртура лайăх результат кăтартнă. Санкт-Петербургри Раççей чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Швейцарире иртнĕ Европа чемпионатĕнче чăваш каччи лайăххипе палăрнă. Сочире ирттернĕ Раççей чемпионатĕнче Руслан Боредский каллех çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ