05 февраля 2014 г.
çак сăмахсене ваттисем мĕн ĕлĕкрен каланă, çавăнпа та унпа туллин усă курма тăрăшнă. Хальхи вăхăтра унта та кунта пушă выртакан лаптăксене курсан, çĕр çынни ăна хисеплесе пурăнать тесе пĕрре те калас килмест. Нимпе те танлаштарайми пурлăха паянхи çĕр ĕçченĕсем еплерех хаклаççĕ-ха? Çак ыйтупа интересленсе тĕл пулса калаçрăмăр та ĕнтĕ район администрацийĕн çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертсе пыракан специалисчĕпе И.АНДРЕЕВĂПА.
Çĕрĕн хуçине палăртасси, унпа тухăçлă усă курасси пирки тахçантанпах çивĕч калаçу пырать. Хут çинче хуçи пур пулсан та çĕр çинче ĕçлекенсем сахал.Çĕре вара уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Шăплăха путнă çĕр лаптăкĕсем япăхланса пыраççĕ. Çĕр реформи пуçланнăранпа районти çĕр ĕçченĕсенчен нумайăшĕ çĕр лаптăкĕн харпăрлăх правине çирĕплетекен свидетельствăсем алла илсе коллективлă майпа е хăйсен çĕр лаптăкĕсемпе уйрăлса тухса хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелесе пĕрлешсе е уйрăмшарăн ĕçлеме тытăнса самаях тупăш илме тытăнчĕç. Районти 59828 гектар пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕшли 48608 гектар йышăнать, ку вăл пĕтĕм çĕр лаптăкĕнчен шутласан - 81 процент. Вĕсенчен çĕр пайĕсем 23567 гектар, çакă ял хуçалăх пĕлтерĕшлисенчен шутласан 48 процент.
2010 çулхи декабрь уйăхĕнче йышăннă 435 номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен паянхи кунччен харпăр хăй уйрăлса тухман çĕр пайĕн хуçисен пайĕсене хăйсем çине илме май пур. Çак вăхăтранпах райадминистрацин çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем пĕрле çĕр пай хуçисем хăйсем регистрацилемен пайĕсене муниципаллă харпăрлăх прави тесе йышăнас енĕпе ĕçлеме тытăннă.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорине кĕрекен 23567 гектартан тăракан 10653 çĕр пайĕсенчен 5226-шне регистрациленĕ (лаптăкĕ 11297 гектар, 48 процент). Вĕсенчен хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелеме çĕр пайĕн хуçисем 4045 пай регистрациленĕ, ку вăл 8707 гектар шутланать е пур регистрациленĕ пайсен 47 проценчĕ. Ку енĕпе Арапуç, Тикаш тата ытти хăшпĕр ял тăрăхĕсенче çĕр пайĕн хуçисем аван ĕçленине палăртмалла. Пĕтĕм регистрациленĕ çĕрсенчен муниципаллă пĕрлĕхе 1172 пай, е 2642 гектар çĕр - 23 процент — регистрациленĕ. Ку вăл çав шутран 414 çĕр пайне çĕр пай хуçисенчен суд урлă илсе регистрациленĕ, 770 çĕр пайĕн хуçийĕсем хăйсен ирĕкĕпе регистраци службине заявлени çырса хăйсене çĕр пайĕ кирлĕ марри çинчен пĕлтернĕ. Çак çĕрсем пурте ял тăрăхĕн пурлăхĕ çине куçнă. Ку енĕпе Энтрияль ял тăрăхĕнчи çĕр пай хуçисем активлă пулчĕç. Районта çĕр пайĕсене суд урлă регистрацилесси 2013 çултанпах пырать. Ку енĕпе Чупай, Пысăк Енккасси, Чулкас ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем аван ĕçлеççĕ. Кĕлкеш, Арапуç, Энтрияль, Кавал ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вара ĕçлеме тытăнман та. Харпăр хăй тăрăшмасан никам та килсе туса паманнине темшĕн ăнланасшăн мар.
2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территоринче çĕр пай хуçисем хăйсен прависене регистрациленĕ, çавăн пекех çĕр пайĕ кирлĕ мар тесе пĕлтермен. Хуçи çуккине пулах нумай çĕр лаптăкĕ пушă выртать. Çавăнпа та ял тăрăх администрациĕсен пуçлăхĕсен çĕр пай хуçисене палăртассипе, администраци пурлăхĕ çине суд урлă куçарассипе активлă та тимлĕ ĕçлемелле. Кунта çакна та палăртса хăварни вырăнлă. Уйăрса илнĕ çĕр лаптăкĕсене палăртнă тĕллевпе усă курмалла. Енчен те çĕр хăйĕн, е уйăрнă пайĕн çĕр лаптăкĕн хуçи çĕр правине илнĕ, анчах та 3 çул е ытларах та усă курмасăр вырттарсан ăна административлă майпа явап тыттарма пултараççĕ. Унăн çĕрпе тухăçлăн усă курмалла.Çĕр лаптăкне юхăнтарса ярсан патшалăх çĕр надзорĕн специалисчĕсем тĕрĕслесе предписани çыраççĕ. Унта çитменлĕхсене пĕтерме вăхăт парса хăвараççĕ. Палăртнă вăхăтра çитменлĕхсене пĕтермесен административлă майпа айăплаççĕ. Виçĕ çул тата ытларах та пушă вырттарнă çĕрсемшĕн уйрăм çынсене 2 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран, должноçрисене 4-6 пин тенкĕ, юридици сăпатĕнчисене 80-100 пин тенкĕ таран штраф хураççĕ. Пысăк укçана кăларса хурас мар тесен, саккуна пăхăнса, çĕрпе туллин усă курмалла.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА