16 января 2013 г.
2012 çул та хыçа юлчĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи следстви пайĕ асăннă çулăн 11 уйăх хушшинче туса ирттернĕ ĕçĕпе паллаштарасшăн.
Асăннă тапхăрта иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан регистрациленĕ преступленисен шучĕ 5,7 процент чакнă. Танлаштарма - 2011 çулхи çак тапхăрта 205 преступлени пулнă пулсан, 2012 çулта - 194. Çавăн пекех вăтам йывăрăш преступленисен шучĕ те иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чакнă: енчен те 2011 çулта вăл 24,4 процентпа танлашнă пулсан, 2012 çулта - 19,1 процент. Уйрăмах йывăр преступленисем асăннă тапхăрта пулса иртмен. Шел пулин те, йывăр преступлен тунисен шучĕ 37,5 процент ÿснĕ.
Çакна палăртмалла - çын сывлăхне юри сиен кÿрессипе çыхăннă преступленисен йышĕ 16,7 процент чакнă, вăрлассипе çыхăннă преступленисен йышĕ те 4,7 процент сахалрах, çаратнипе те пĕлтĕрхипе танлаштарсан 20 процент таран чакарма пултартăмăр. Хурахла ĕçсем тăвасси те 50 процент таран чакнă. Çапах хваттерсене кĕрсе унти япаласене вăрлакансен йышĕ ÿсет: пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 40 процент ытларах.
Кăçал та хамăр ĕçе тĕплĕн тишкерсе тухса тухăçлăрах та тухăçлăрах ĕçлеме тĕллевсем лартатпăр. Çак тĕллеве пурнăçлама пирĕн квалификациллĕ, хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлакан кадрсем пур. Çавăнпа та хамăр тĕллеве пурнăçлатпăрах.