16 января 2013 г.
2012 çулхи 11 уйăх хушшинче Чăваш Республикин территорийĕнче çул-йĕр çинчи аварисен йышĕ 10,6 процент таран ÿснĕ - 216-ран 239 таран. Çул-йĕр çинчи аварисем вăхăтĕнче 8 ача вилнĕ (иртнĕ çулхинчен 33,3 процент нумайрах), 265-шĕ сусăрланнă. Ачасен айăпĕпе çул-йĕр çинче пулнă инкексем 64 пулнă, пĕлтĕр - 68. Çул çитмен ачасемпе çул çинче пулса иртнĕ аварисем 16,7 процент (6-ран 5 таран) чакнă, аманнисен йышĕ те 16,7 процент сахалрах. Декабрĕн 26-мĕшĕ - январĕн 10-мĕшĕсенче республикăра «Тимлĕ пулăр: каникул» операци иртрĕ. Çакă хăйĕн витĕмне пачĕ, шкул ачисемпе çыхăннă аварисем пулмарĕç.