АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх полицие ытларах шанакан пулчĕ

16 января 2013 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче 2012 çулхи оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетессипе канашлу иртнĕ. Унта Раççей ШĔМĕн Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ – полици начальникĕ А.Тимофеев, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Вăрмар район прокурорĕ Е.Краснов, Тăвай район прокурорĕ О.Ястребова хутшăннă. ЧР министрĕн заместителĕ А.Тимофеев Шалти ĕçсен министерствинчи реформа условийĕсенче иртнĕ çăмăл мар çулталăка пĕтĕмлетнĕ май çитменлĕхсем пуррине палăртрĕ, çавна май 2012 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарма Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникне И.Константинова сăмах пачĕ.

«Регистрациленĕ преступленисен шучĕ 9,3 процент таранччен (364-ран 330-ччен) чакнă. Апла пулин те полици сотрудникĕсем çине тиеннĕ ĕç калăпăшĕ чакман. Иртнĕ çул граждансенчен илнĕ пĕлтерÿсемпе заявленисен шучĕ 27,5 процент ÿснĕ, 4285-пе танлашнă. Çакă çынсен шалти ĕçсен уйрăмĕнче ĕçлекенсен умĕнчи шанăçĕ ÿснине кăтартать. Регистрациленĕ 330 преступленирен 264-не уçса палăртнă (2011 çулта - 305), преступленисене уçса палăртасси 83,8 процентран 80 процент таран анса ларнă. Йывăр преступленисене уçса парасси ÿснĕ, 84,5 процентпа танлашнă. Ют харпăрлăха вăрлассипе, çаратассипе çыхăннă преступленисене уçса палăртасси лайăхланнă. Иртнĕ çулсенче пулнă преступленисене тупса палăртасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрнă, çак енĕпе 8 преступление тăрă шыв çине кăларнă (2011 çулта - 4). Анчах та вĕсене уçса палăртнă чухне тивĕçлĕ службăсем пĕр-пĕринпе çителĕклĕ хутшăнса ĕçлеменнипе пăхса тухма чарнă уголовлă ĕçсен шучĕ 42-рен 49 çитнĕ.

Пĕтĕмĕшле преступленисем хушшинче ытларах ют пурлăха хапсăнассипе çыхăннă преступленисем пулнă, шучĕ 135-рен 127 таран чакнă.

Çул çинчи аварисен шучĕ те сахалланнă, 37-рен - 31, вĕсенче вилнĕ çынсен кăтартăвĕ: 2011 çулта - 9, 2012 çулта 2 çын вилнĕ. Анчах та çул-йĕр çинчи инкексенче суранланнисем йышланнă. ГИБДД енĕпе пĕтĕмĕшле административлă право йĕркине пăснипе 4158 пулăм палăртнă (2011 çулта - 4309). Эрех ĕçсе автотранспортпа çула тухнăшăн 184 водителе айăпланă, 2011 çулта - 161.

Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи обществăлла вырăнсенче 6 йывăр преступлени тунă. Йĕркене пăсассипе çыхăннă лару-тăру уйрăмах Вăрмар районĕнчи поселок центрĕнче çивĕч тăрать. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем март-май, август уйăхĕсенче ытларах пулнă.

ЧР ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ пăхса тăракан территорисенче «Хăрушсăрлăх хула» техника хатĕрĕн сегменчĕсене пурнăçа кĕртнĕ, ăна Вăрмар тата Тăвай район администрацийĕсен пуçлăхĕсен йышăнăвĕсемпе йĕркеленĕ, «Муниципалитетсенчи хăрушсăрлăх вĕрентĕвĕ - 2012-2016 çулсем» программăпа çирĕплетнĕ.

Çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси самаях ÿснĕ (10-ран 28 çитнĕ). 12 ача йĕркене пăснă. Саруй ялĕнчи арçын ача 19 преступлени тунă, вĕсенчен 14-шĕ - йывăр преступленисем. Çул çитмен ачасем тăвакан преступленисем ытларах ют харпăрлăха вăрлассипе çыхăннă.

Яланхи пекех преступлени çулĕ çине малтан та судпа айăпланнисемех, йывăр çемье условийĕсенче çитĕнекен çул çитмен ачасем, ĕç вырăнĕсĕр, эрех ĕçекен çынсем тăраççĕ.

Пĕтĕмĕшле 2012 çулхи ĕç кăтартăвĕсем Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăм обществăри оперативлă лару-тăрăва контрольлесе тăма пултарнине çирĕплетеççĕ», - терĕ И.Константинов.

ЧР полици начальникĕ А.Тимофеев Вăрмар, Тăвай районĕсенчи лавккасене, тĕпрен илсен райпо лавккисене, тавар вăрлассине чакарас тĕллевпе видеокамерăсем вырнаçтармаллине, сотрудниксен «Полици çинчен» саккуна йăлтах пăхăнмаллине палăртрĕ.

Район прокурорĕ Е.Краснов «Урмарский» уйрăм коллективĕ хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пĕлсе пурнăçланине пĕлтерчĕ. «Районти полици уйрăмĕ çирĕп оптимизаци условийĕсенче ĕçлесе пурăнать, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем дежурство графикне пăхăнса пурнăçланипе район территорийĕнче январь уйăхĕнчи уявсенче лару-тăру лăпкă пулчĕ», - терĕ Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин.

Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Ванерке кăçалхи Республика кунĕ Тăвайĕнче иртнĕ май «Урмарский» уйрăм сотрудникĕсем уява йĕркепе тивĕçтерме пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ.

ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ А.Тимофеев çитменлĕхсене пĕтерсе лайăхрах ĕçлемеллине палăртрĕ.

Пирĕн районта «Хăрушсăрлăх хула» аппаратпа программăллă пĕр комплекс ĕçлет, ун шутне видеосăнав тăвакан 4 камера кĕрет. Вĕсем çырса пыни «Урмарский» уйрăмĕн оперативлă дежурнăйăн пульчĕ çине тухать. Çак уйăхрах хăвăрт ÿкерекен тепĕр камера вырнаçтарма палăртнă. «Хăрушсăрлăх хула» техника хатĕрĕ пулăшнипе йĕркене пăснă пирки 159 пĕлтерÿ илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика