16 января 2013 г.
Юлашки çулсенче республикăра промышленность производствин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ çÿллĕ шая çĕкленчĕ. Кунта ÿсĕме вăй паракан пысăк тухăçлă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме кирлĕ условисем туса хунă. Производствăна лайăхлатма инвестицисем хывнă тĕслĕхсем пирĕн районта сахал мар. Вĕсенчен пĕри - «Светлана» тулли мар яваплă общество. «Чăваш Енĕн чи лайăх предпринимателĕ - 2012» республикăри конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «2012 çулхи чи лайăх вăтам предприяти» номинацире «Светлана» тулли мар яваплă общество çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.
Асăннă предприяти йĕркеленни чылай вăхăт иртмерĕ пулин те, вăл республикăра пысăк кăтартусемпе палăрчĕ. Иртнĕ çул «Светлана» тулли мар яваплă общество 20 миллион тенкĕлĕх паха продукци туса кăларнă. Ку унчченхи çулпа танлаштарсан 125 процент пулать. Ку общество рынок тапхăрĕнче пĕр тикĕс аталанса пыракан предприятисенчен пĕри. Унăн пуçлăхĕ Светлана Николаевна Белоусова районта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Иртнĕ çул пирĕн районта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин ĕçлĕ визитпа пулнă май «Светлана» обществăн çĕнĕ çуртне уçма хутшăннă. Республика премьерĕ фабрика ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май, ăна лайăх хак панă.
Хальхи вăхăтра кунта 60 çĕвĕç ĕç тумĕсем çĕлет. Асăннă предприятин филиалĕсем те пур. Вĕсем Чупай, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче вырнаçнă, вĕсенче пурĕ 13 çĕвĕç тăрăшать. Фабрикăра та ĕç кал-кал пулса пырать. Кунти çĕвĕçсем 10 тĕрлĕ ĕç костюмĕсем çĕлессипе тăрăшаççĕ. «Иней», «Докер», «Штурман», «Флай» ĕç костюмĕсене кăмăлласа туянаççĕ. Унччен маларах Мускаври пысăк çĕвĕ фирмисемпе тачă çыхăну тытаканскер, халĕ те ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетсех пырать. Продукцие пахалăха тĕпе хурса кăларнăран ăна туянакансен йышĕ те ÿссех пырать.
Пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ пуçлăх С.Белоусова предприятин пурлăхпа техника базине вăйлатассипе те ĕçлет. Çĕвĕ цехĕнче пĕтĕмпех çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çакă ĕç пахалăхне татах та ытларах ÿстерме майсем туса парать.
Ĕмĕт-тĕллевсем те Светлана Николаевнăн пысăк. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем кăçал та ытларах йĕркелесси, çавна май çĕвĕçсен йышне 100 çынна çитересси, тиесе ăсатнă продукцин калăпăшне çулталăкра 30 миллион тенкĕ таран ÿстересси.
Эппин «Светлана» общество малашне те район экономикине аталантарассипе пысăк тÿпе хывасса шанатпăр.