АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем ытларах çуралччăр

16 января 2013 г.

Чăваш Енре демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Иртнĕ çул республикăра 17 пин те 521 ача çуралнă, ку унчченхи çулпа танлаштарсан 1356 пепке ытларах. Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче çут тĕнчене 334 ача килнĕ, вĕсенчен 132-шĕ - çемьери иккĕмĕш тĕпренчĕк, 49-шĕ виççĕмĕш-тăваттăмĕш... 2013 çулăн пĕрремĕш кунĕнче Чăваш çĕршывĕнче 10 пепке çуралнă, вĕсенчен 6-шĕ - арçын ача.

Иртнĕ çул пирĕн районта 259 ача çуралнă. Кăçалхи январĕн 14-мĕшĕ тĕлне вара 9 ача (4 арçын ача тата 5 хĕр ача) çут тĕнчене килнĕ. Çĕнĕ çулта вара Кĕлкешре пурăнакан Филипповсен çемйинче йыш хушăнчĕ. Вĕсен виççĕмĕш ача - Роман çуралнă. Валентина Михайловнăпа Эдуард Валериевич Филипповсене çак паллă кунпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин саламланă, ача çурални çинчен калакан свидетельство панă.

«Çĕнĕ çул чи ырă пулăмпа, ача çуралнипе, Вăрмар тăрăхĕнче йыш хушăннипе пуçланчĕ. Эппин районта малашне те демографи лару-тăрăвĕ лайăхланасса, çемье институчĕ çирĕпленсе пырасса шанатăп», - тенĕ К.Никитин хăйĕн саламлă сăмахĕнче. Унтан райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова Филипповсен çемйине саламласа асăнмалăх парне панă.

Пĕлме: икĕ е ытларах ача çуратнă е усрава илнĕ ачасен амăшĕсене амăшĕн капиталĕ параççĕ. 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн калăпăшĕ 2012 çулхипе танлаштарсан 5,5 процент ÿснĕ, халĕ вăл 408960 тенкĕ те 50 пуспа танлашать. Çак программа 2007 çултанпа ĕçлет, ун чухне унăн калăпăшĕ 250 пин тенкĕпе танлашнă, пилĕк çул хушшинче вăл 159 пин тенкĕ таран ÿснĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика