АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш çĕрĕ - пулăхлă

16 января 2013 г.

Январĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев мăшăрĕпе, Лариса Юрьевнăпа, Олимп балĕнче пулнă. Иртнĕ çулхи спорт ăмăртăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, республикăри чи лайăх спортсменсене, тренерсене, спорт журналисчĕсене чысланă савăнăçлă уяв Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

Чăваш Ен пуçлăхĕ хăйĕн саламĕнче палăртнă тăрăх - республика спортсменĕсемшĕн иртнĕ çул пуян, ăнăçлă пулнă. «Бюджетри кашни тенке спорта аталантарма, Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн яратпăр. Чăваш çĕрĕ - пулăхлă, шансах тăратăп, чемпионсем пирĕн малашне пайтах пулĕç-ха», - тенĕ М.Игнатьев.

Савăнăçлă каçа хутшăннисене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорт канашĕн членĕ, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ В.Балахничев саламланă.

2012 çулта спортри тĕп çитĕнÿ пирĕн атлетсем Лондонра XXX Олимп тата XIV Паралимп вăййисене хутшăнни пулнă. Чăваш Ен представителĕсем унта тивĕçлипе ăмăртнă. Пирĕн Олимп вăййисене хутшăннă 5 спортсменран тăваттăшĕ хăйсен дисциплинисенче планета çинчи чи лайăх 10 спортсмен йышне кĕнĕ. Вĕсем - Лондонри Олимпиадăра бронза медаль илнĕ Татьяна Архипова, 2012 çулхи Вăйăсене хутшăннă Ирина Калентьева, Кристина Савицкая, Альбина Майорова, Елена Наговицына.

Паралимпиадăн виçĕ хут чемпионки, чăваш спорчĕн историйĕнче пуçласа Паралимп медалĕсене, çитменнине тата харăсах виçĕ «ылтăн» çĕнсе илнĕ Елена Иванова тав сăмахĕсене тивĕçнĕ. 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх - Татьяна Архипова Чăваш Республикин чи лайăх спортсменĕ. Иртнĕ çулта адаптаци спорчĕ енĕпе Чăваш Республикин чи лайăх спортсменĕ - Елена Иванова. Пирĕн районтан «Хĕрлĕ ялав» хаçатра нумай çул хушши ĕçленĕ РФ Журналисчĕсен Союзĕн членĕ А.Хованский «Спортăн чи лайăх публицисчĕ» ята тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика