29 января 2014 г.
Мĕнле телейлĕ эсир, чарлансем. Вĕçес килсессĕн - кăвак пĕлĕтре ярăнатăр, канас тетĕр - шывра ишетĕр, ывăнсан - хумсем канăçлăх парнелеççĕ сире.
Хĕвеллĕ янкăр кунсенче чарлансем ытларах сывлăшра вăхăт ирттереççĕ. Акă, вĕсен шавлă пысăк ушкăнĕ пирĕн теплохода ăсатать. Шупашкартан тапранса тухнăранпа çур сехет иртрĕ - пĕрин те пулин тăрса юласчĕ хăть. Ачасем вĕсене çăкăр татăкĕсем пăрахса параççĕ. Кайăксем шыв çине ÿкекен апат-çимĕçе кураççĕ те пĕтĕм ушкăнĕпех ун пайне ыткăнаççĕ. Хаюллăраххисене чи пысăк, чи пылак татăк лекет, ыттисем ăна тапăнаççĕ. Кăшкăрашаççĕ, çапăçаççĕ...
Чарлансенчен пĕри хăйне урăхларах тыткаланине тÿрех асăрхарăм, ыттисем тăтăшăн çапăçнă вăхăтра вăл вĕсене çÿлтен сăнать. Вĕçессе те ыттисенчен уйрăм вĕçет: васкамасăр, шурă çунаттисене анлăн сарса. Пĕлĕтре ăмăрткайăк ярăнать тейĕн. Çавăн пек вăл кайăксен пурнăçĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Ю.ЛИСТОПАД