29 января 2014 г.
Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Крещени чи паллă уявсенчен пĕри. Çак кун пур православи чиркĕвĕсенче, çав шутра пирĕн районти чиркÿсенче те ятарлă кĕлĕсем иртрĕç. Кунта чи пысăк пулăм - шыва çветит туни. Çак шыва чи хăватли тесе шутлаççĕ.
Çавăнпа та Турра ĕненекен кашни çын Крещени кунĕнче мĕн ĕлĕкрен сивĕ шыва кĕме ĕмĕтленнĕ. Хăюллăраххисем вара вак касса çветит тунă пăрлă шыва чăмса тухса Турăран сывлăх ыйтнă. Ку йăла-йĕрке паянхи кун та малалла тăсăлать. Хальхи вăхăтра районти чылай чиркÿ çумĕнче ятарласа шыва кĕмелли вырăнсем туса хатĕрленĕ. «Илем» физкультурăпа спорт комплексне те йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çул çветит тăваççĕ. Акă Чулкасри Çветтуй Троица тата Вăрмар поселокĕнчи Михаил Архистратиг, Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн, Шăхальти Петрпа Павел апостолсен тата ытти чиркÿсенче те халăх йышлăн пухăннă. Ятарлă кĕлĕ хыççăн Турра ĕненекенсем çветит тунă сăваплă та хăватлă шыва кĕме васканă. «Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой сывлăшĕн ячĕпе», - тесе сăх-сăхса Турра чунтан ĕненсе шыва кĕре-кĕре тухнă. Çак кун пур чиркÿсенче те районти йĕрке хуралĕн полици сотрудникĕсемпе медицина ĕçченĕсем йĕркелĕхе сыхлас тата инкек-синкек ан пултăр тесе дежурствăра пулчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА