29 января 2014 г.

Ял çынни савăнма та, ĕçлеме те пултарать. Кĕскен каласан, маххă памаççĕ. Кĕрхи ĕçсене пуçтарсан, «кану» вăхăчĕ те çитет. Кивĕ çул вĕçленсе çĕнни пуçлансан вĕсем хăйсем иртнĕ çул еплерех ĕçленине пĕтĕмлетеççĕ. Савăнăçне палăртса халăх умĕнче концертсем лартса параççĕ.
Кÿршĕсемпе туслă пурăнас тĕллевпе пĕр-пĕрин патне концертсемпе кайса çÿреççĕ. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ туслăх. Унтан та ытларах, хăш-пĕр чухне çамрăксем хăйсен савнă çыннисемпе çак вăхăтра тĕл пулса çемье çавăрнă тĕслĕхсем пулаççĕ. Савăнăçлă йăла-йĕркене малалла тăсса кÿршĕри Куславкка районĕнчи Кунер ялĕнчи «Сударушка» ансамбле хутшăнакансем хамăр районти Энтрияль ялĕнче пысăк концерт лартса пачĕç. Савăнăçлă, чуна пырса тивекен юрăсем шăраннипе пĕрлех хаваслă сценкăсем те халăх кăмăлне çĕклерĕç. Ытларах «Кунерти асаннесем» шÿтлĕ сценкăсене халăх кăмăлларĕ. Виççĕн баянпа выляни те халăх кăмăлне савăнтарчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ГРИГОРЬЕВА