29 января 2014 г.

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 2012 çулхи майăн 15-мĕшĕнче шкулти лесничество йĕркеленнине пурте пĕлеççĕ. Ăна «Вăрманти робинзонсем» тесе ят панă.
Шкул лесничествин тĕллевĕ ачасене çут çанталăка юратма вĕренме, çавăн пекех биологи, ботаника, естествăлла наука предмечĕсене тарăнрах пĕлме тата çут çанталăка сыхлама хăнăхтарасси. Ачасене ятарласа ĕçлеме Канаш лесничествин Тăвай участокĕнчи лесничествинче 136 гектар çĕр уйăрнă. Ачасем кунта кăмăлпах ĕçлеме хутшăнаççĕ. Вĕсене лесничествăра вăй хуракансем те пулăшсах пыраççĕ. Шкул ачисем валли ятарласа илемлетсе хатĕрленĕ «беседкăна» иккĕмĕш çул ĕнтĕ ирсĕр çынсем тискеррĕн çĕмĕрсе, ватса пĕтереççĕ. Кама чăрмантарать-ши ачасен ĕçĕ-хĕлĕ, ăнланма йывăр. Шкул лесничествине шкулти биологи учителĕсем - Н.Кузьминапа К.Николаева ертсе пыраççĕ. Вăрманти ĕç-хĕле тĕплĕнрех пĕлме тата вĕренме Тăвай участокĕн лесничествин лесничийĕ Ю.Емельянов пулăшса пырать. Тин кăна-ха кунта çÿрекен ачасем вăрмана кайса кайăксем валли сырăшсем çакрĕç, апачĕсене те хăйсемех кĕркунне хатĕрленĕ тĕрлĕрен курăксен вăррисене хурса пачĕç. Чи лайăх сырăшсенчен пĕрне 7а класра вĕренекен Ю.Михайлован ашшĕ ăсталанине палăртрĕç. Ачасен ĕçне хавхалантарни малашне татах çитĕнÿсем тума пулăшнине самантлăха та манмаççĕ вĕрентекенсем. Эпир вĕсен ĕçĕпе çав тери кăмăллă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Ю.ЕМЕЛЬЯНОВ