АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿри çитĕнÿ паха апатран та килет

29 января 2014 г.

Вĕренÿри çитĕнÿ паха апатран та килет

Шкула çÿрекен ачасен апатланăвĕ çине уйрăмах тимлĕх уйăрма тивет. Шкул ачине вĕренме те, çитĕнме те çителĕклĕ апат-çимĕç, энерги кирлĕ. Çавна май Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕренекенсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнсе вĕренÿре ÿсĕмсем тума пулăшассишĕн тăрăшаççĕ. Çакăнта шкул столовăйĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

Вĕренекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Ирхине пăтă, темиçе урок хыççăн комплекслă апат. Комплекслă апат пĕр ача пуçне вăтамран 30 тенке яхăн. Шкул апатланăвне Вăрмарти райпон «Общепит» апатлану предприятийĕ урлă йĕркеленĕ. Поварсем ачасем валли пуян меню тăрăх тутлă, пахалăхлă, усăллă апат хатĕрлеççĕ. 2 повар, 1 кухня ĕçченĕ 201 шкул ачи валли, шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне çÿрекен 12 ача валли тĕрлĕрен апат-çимĕç пĕçереççĕ. Ачасен кăмăлне кура темиçе тĕрлĕ витаминпа пуян салатсем, аш-какайран хатĕрленĕ изделисем, пулă, хăпартнă чустаран пĕçерсе кăларнă вĕри булкăсем тата ытти те - хăйсен мĕн çиес килнине тÿрех суйласа илеççĕ вĕренекенсем. Пĕтĕмĕшле ачасем столовăйĕнче апатланма килĕштереççĕ.

Шкул администрацийĕ апат пахалăхне ÿстерессишĕн тăрăшнисĕр пуçне столовăйне эстетика тĕлĕшĕнчен хăтлăх кĕртесси çине те тимлĕх уйăрать. Кунта «Сывă апатлану» темăпа стендсем пур. Çак кунсенче ятарласа столовăй валли çĕнĕ сĕтел-пукан, савăт-сапа туяннă.

Шкулта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăх шайĕнче вĕренекенсем хушшинче «Тĕрĕс апатлану» темăпа плакатсем хатĕрлессипе конкурс ирттернĕ. Кунта кĕçĕн классем хушшинче «Витаминлă çимĕçсем» темăпа плакат хатĕрлесе 2 класс ачисем пĕрремĕш вырăн, аслă классем хушшинче 11 класра вĕренекен М.Васильева пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех вĕрентекенсем те апатланăва тĕрĕс те усăллă йĕркелессипе методика ĕçĕсем хатĕрленĕ.

Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн медицина ĕçченĕсем те вĕренекенсемпе тĕл пулса çитĕнекен ачасене витаминпа пуян, паха апатпа тивĕçтересси пирки ăнлантарса параççĕ, калаçусем ирттереççĕ. Вĕрентекенсем те кашни класрах «Сывă апатлану» темăпа класс сехечĕсем ирттернĕ.

Шкулти апат пахалăхне ятарлă комисси тĕрĕслесе тăрать. Комисси йышне вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕн комитечĕ, шкулăн ертсе пыракан канашĕ, вĕренекенсен канашĕ кĕреççĕ. Вĕсен сĕнĕвĕсене кура шкул администрацийĕ столовăй ĕçне тата та лайăхлатассишĕн тăрăшать. Тĕп тĕллев – ачасене усăллă апат-çимĕçпе тивĕçтерсе сывă, тĕрĕс-тĕкел çитĕнме, вĕренме пулăшасси.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.АЛЕКСЕЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика