29 января 2014 г.
Январĕн 27-мĕшĕнче Ленинграда ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитрĕ. Чăваш Республикин те, унăн мухтавлă ывăлĕн-хĕрĕн те çак çĕнтерÿре хăйĕн сумлă тÿпи пур. 1840 ентеше «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе чысланă. Ленинград тата Волхов фрончĕсенче çапăçнисем ытти наградăна тивĕçнĕ.
1943 çулхи çулла Чăваш Ене пине яхăн ачана эвакуациленĕ. Вĕсен хушамачĕсем республикăри истори патшалăх архивĕнче упранаççĕ. Чылайăшĕн хушамачĕ тĕлĕнче «ашшĕ-амăшĕ вилнĕ», «амăшĕ вилнĕ, ашшĕ Хĕрлĕ Çар ретĕнче», «сведени çук» тенĕ. Вăрçă хăрушлăхне тÿссе ирттернĕ ачасене республикăри ача-пăча интерначĕсене вырнаçтарнă. Вĕсем валли Тăвай районĕнчи Элпуçĕнче, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçпе Ишекре, Сĕнтĕрпе Улатăр районĕсенчи Карăшлăхпа Явлейре ача çурчĕсем васкавлă уçнă.
Кÿкеçри ача çурчĕ Ленинград фрончĕн çар çыннисемпе çыхăну тытнă. Ленинград блокадине сирнĕ ятпа янă ачасен саламлă çырăвне хуравласа Л.Говоров маршал икĕ машина парне ярса панă, Ленинград хулин паттăрĕсем пек çирĕп кăмăллă, хăюллă пулма суннă.
Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă 31 тата «Блокадăри Ленинградра пурăнакана» паллă илнĕ 59 çын пурăнать.
1996 çулта Шупашкарта тĕпленнĕ Лариса Сидоренко та 1943 çулхи августăн 28-мĕшĕнче блокадăри Ленинградра çуралнă. Ашшĕ Ленинград фронтĕнче çапăçнă, амăшĕ тăшмана çапса аркатичченех çар госпиталĕнче медсестрара тăрăшнă.
Лариса Андреевна Ленинградри суту-илÿ техникумĕнче, финанспа экономика институтĕнче вĕреннĕ. Çемье çавăрсан мăшăрĕпе Душанбере, Целиноградра, Байконурта пурăннă. Ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Унăн та «Блокадăри Ленинградра пурăнакана» паллă пур.
Кăçалхи январĕн 26-29-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра Ленинград хулине нимĕç фашисчĕсен блокадинчен хăтарнăранпа 70 çул çитнине халалласа уяв мероприятийĕсем иртеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"