29 января 2014 г.

Федераци Канашĕн социаллă политика енĕпе ĕçлекен Комитечĕн, «Раççей пенсионерĕсен канашĕн» председателĕ В.Рязанский РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Уйрăмĕнче республикăри ветерансен обществăлла организацисен представителĕсемпе, журналистсемпе видеоçыхăну мелĕпе тĕл пулу ирттернĕ. Çавăн пекех тĕл пулăва «Раççей пенсионерĕсен канашĕн» председателĕ В.Сапожников, РФ Пенси фончĕн республикăри Уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева хутшăннă.
РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков, специалистсем, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн начальникĕ В.Иванов, пенсионерсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Г.Алексеева та видеоçыхăну мелĕпе мероприятие хутшăнчĕç.
В.Рязанскийăн Чăваш Республикине килнĕ тĕллевĕ - Раççей пенсионерĕсен Спартакиадине Шупашкар хулинче ирттерме хатĕрленесси. Мероприятие Раççей пенсионерĕсен канашĕн муниципаллă шайра çĕнтернĕ командисене хутшăнма чĕнеççĕ. Спартакиада пирĕн нумай нациллĕ çĕршыври пенсионерсемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăмалла, ăна 2014 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче - Раççей кунĕнче ирттерме палăртнă. В.Рязанский палăртнă тăрăх, çак мероприятин тĕллевĕ - спорт рекорчĕсем тăвасси мар, аслă ăру çыннисене активлă пурнăçа явăçтарасси, ачасене, мăнуксене тĕслĕх кăтартасси.
Спорт бази, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси лайăх аталаннине шута илсе Спартакиадăна ирттерме Чăваш Ене суйласа илнĕ. Республикăра ветерансен обществăлла юхăмĕ аван аталаннă, «Раççей пенсионерĕсен канашĕн» республикăри уйрăмĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вăрмар районĕнчи пенсионерсем те Спартакиадăна хутшăнма хатĕрленеççĕ.
В.Рязанский обществăлла организацисен ĕçченĕсемпе журналистсен умĕнче пенсин çĕнĕ реформи, пенсие тухмалли вăхăта улăштарманни çинчен ăнлантарса панă, вĕсен ыйтăвĕсем çине те хуравланă.
Çын чунпа нихăçан та ватăлмасть.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА