29 января 2014 г.

Тĕш-тырă тухăçлăхĕ пирки калаçу пуçарсан, пуçа тÿрех элеватор пырса кĕрет. Хальхи вăхăтра вăл «Чăвашхлебопродукт» АУО тытăмне кĕрекен «Вăрмарти тырă йышăнакан пункт» ятлă. Халăхра вăл пурпĕрех «элеватор» ятпа юлнă.
Тухăçлăх чи малтан элеватортан пуçланать тесе калас килет, мĕншĕн тесен кунта вăрлăхлăх тырă упранмалла. «Упранмалла» тесе калатăп, ку сăмах малтанхи çулсене ытларах аса илтерет. Чылай çулсем каялла кунта чăннипех те вăрлăхлăх тырă пÿлми-пÿлмипе упраннă. Хальхи вăхăтра аплах мар пулин те, элеватор склачĕсенчи пÿлмесем пушах мар. Чылайăшĕ хăйсен тыррине кунта упрама хунă. Çапла пулмасăр, вĕсем кунта шанчăклăн упранаççĕ, тĕш тырра хĕл каçипех производствăри лаборатори ĕçченĕ О.Павлова тĕплĕн тĕрĕслесе тăрать. Нÿрĕклĕхĕ кирлĕ шайра-и, хурт-кăпшанкăсем сырса илмен-и е тата ытти тĕрлĕ сăкăлтăксем те курăнмасăр юлмаççĕ çивĕч куçлă та сисĕмлĕ лаборанткăран. Çулсерен лаборатори тĕрлĕрен çĕнĕрен те çĕнĕ кирлĕ оборудованипе пуянлансах пырать. Складсене çĕнĕ тырă йышăнма пуçличчен кашни çулах тасатса дезинфекцилеççĕ. Тырă, тĕрлĕ сортлă çăнăх, кĕрпе тата ытти продуктсем упранакан складсенче яланах тасалăх хуçаланать. Ахальтен мар ĕнтĕ элеваторпа районти шкулсемпе ача сачĕсем, больница, райпо, çăкăр завочĕ, Вăрмарти почтамт тата ыттисем те таччăн çыхăнса ĕçлеççĕ, кирлĕ тавар туянаççĕ. Пурнăçĕ улшăнса пынă май, предприятинче те тĕрлĕрен улшăнусем пулсах пычĕç, лавккасем те уçăлчĕç. Районти тĕп пасарти «Пучах» тата предприятин кантурĕ çуртĕнче вырнаçнă «Нива» суту-илÿ павильонĕсенче халăха куллен кирлĕ таварсем сутаççĕ. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕр суту-илÿ магазинне хупма тивнĕ. Предприяти начаррине путарса, лайăххине шыраса вăй хурать. Районти халăха хăйĕн таварĕсемпе туллин тивĕçтерес тесе тĕрлĕрен майсем шырать: халăх саккас панипе хутăш апат (тулă, урпа, сĕлĕ, кукуруза) авăртса хатĕрлет. Тулă кĕрпине те вырăнта авăртаççĕ, ытти тĕрлĕрен ĕçсене пурнăçлаççĕ. Район территоринче пушар таврашĕ сиксе тухас пулсан вĕсем айккинче тăрса юлмаççĕ, инкек пулнă вырăна çийĕнчех çитсе пулăшма тăрăшаççĕ. Пушарникĕсем - В.Григорьев, С.Егоров, Т.Дмитриев хăйсен ĕçне пĕлсе йĕркелесе пыракан ĕçченсем. О.Федоров водитель те хăй ĕçĕнче чăн ăста. Ю.Петров производство начальникĕпе А.Егорова тĕп бухгалтер та çулран-çул ĕç опычĕсене ÿстерсех пыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ «Чăвашхлебопродукт» тытăмне кĕрекен чылай предприятисем хупăнса пĕтнĕ пулин те, йывăрлăхсене пăхмасăрах малалла аталанать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА