АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асатте кун-çулĕ пархатарлă

25 января 2014 г.

Кашни çыннăн ашшĕ-амăшĕсĕр пуçне татах çывăх çыннисем, аслашшĕ, асламăшĕ, кукашшĕ, кукамăшĕ пур. Манăн та хамăр тăван ялта, Энтрияль ялĕнче, асаттепе асанне пурăннă.

Кукаçипе кукамай тăван ялтан вунă çухрăмри ялта пурăнатчĕç. Хушăран вĕсем патне кайса килкеленĕ. Асаттепе асанне тăватă ывăлпа виçĕ хĕр çуратнă. Асатте Терентий Иванович Иванов нумай ачаллă çемьере 1873-мĕш çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ Марфа Ефимовна Ефимовапа Иван Григорьевич Григорьев ултă ывăлпа пĕр хĕре кун çути панă. Асатте çемьере пиллĕкмĕш ывăл пулнă. Ашшĕ асатте вунă çула кайсан 1883-мĕш çулта январĕн 20-мĕшĕнче вилнĕ. Упăшки виличчен пĕр ывăлĕ патша çарĕнче пулнă, икĕ ывăлĕ 16-18 çулсене çитнĕ, тăватă çитĕнсе çитмен ачасемпе юлнă, кĕçĕнни - Матвей сакăр çулта кăна пулнă. Асатте хăй каласа панă тăрăх çамрăклах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Ялта ăста çĕвĕç патĕнче çĕвĕ ĕçне вĕреннĕ. Хĕллехи вăхăтра ялсем тăрăх çÿресе çĕвĕç ĕçне пурнăçланă. Тăлăпсем, аçамсем, кĕрĕксем, сăхмансем çĕленĕ. Асатте кĕрĕк, аçам, сăхман хăй килĕнче алăпа çĕленине курнă, мана та туллатнă пĕчĕк кĕрĕк çĕлесе панăччĕ. Уйрăмах çĕвĕ ĕçне хĕлле пурнăçлатчĕ. Пасарта сутма çăпата тăватчĕ, асатте Куславкка, Хусан хули пристанĕнче грузчикре ĕçленине, пăрахут çинче мастер-грузчик пулса тăрăшнине аса илсе каласа панăччĕ. Çирĕм çул тултарсан çамрăка патша çарне илнĕ. Лейбгварди полкĕнче 7 çул çар тивĕçне пурнăçланă. «Эпĕ полкра лайăх тĕл перекен салтак пулнă. Мана полк командирĕ мухтатчĕ, çар тивĕçне лайăх пурнăçланăшăн унтер-офицер звани панăччĕ. Çичĕ çул патша çарĕнче çар тивĕçне пурнăçласа сакăр çул çине кайсан тăван яла таврăнтăм. 1901 çулта Атайкасси ялĕнчи, Иустина Тимофеевна Тимофеевăпа пĕрлешсе çемье çавăртăм», - тенĕччĕ асатте. Асанне асаттерен вунă çул кĕçĕнччĕ. Иккĕшĕ тăватă ывăлпа виçĕ хĕре кун çути панă. Ачисене ĕçе юратма вĕрентсе ÿстернĕ. Тăватă ывăлĕ те çар тивĕçне пурнăçлама юрăхлă пулнă. Раççейпе Яппун вăрçи (1904-1905 ç.ç.) пуçлансан асаттене, Т.Иванова вăрçа илсе кайнă. Вăл хăйĕн ялĕнчи А.Ивановпа пĕр полка, пĕр ротăна лекнĕ». Китай чиккине çитме поездпа пĕр уйăх çити кайрăмăр. Харбин хулине çитсен чи малтан алла кашни салтака кăкăр кĕсйинче чиксе çÿремелли икона пачĕç. Яппун салтакĕсене аванах тустартăмăр, юрать суранланман, аманса вилекенсем сахал пулмарĕç. Пирĕн Порт-Артур хули патне çитмеллеччĕ. Яппун правительствипе мирлĕ договор тунă тесе малалла ямарĕç. Порт-Артур хулине Яппунсем илнĕ терĕç. Пирĕн çар пуçĕсем ырăскерсем марччĕ. 1906 çулăн май уйăхĕнче Энтрипе яла çитрĕмĕр, ырă-сывă аманман, суранланман. Иксĕмĕре те вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн Георги хĕресĕпе чысларĕç. Энтри юлташпа иксĕмĕр асăнмалăх сăн ÿкерттернĕччĕ», - çапла вĕçлерĕ асатте сăмахне.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ВИШНЕВСКИЙ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика