25 января 2014 г.
Чукун çул переезчĕ автомобиль хатĕрĕсен хуçисемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăракан вырăн пулни пирки хаçатра пĕрре кăна мар çырнă. Апла пулин те, çакăнта инкексем пулсах тăраççĕ. Вăрмар район территорийĕнче иртнĕ çул аварисем пулман, анчах кÿршĕллĕ республикăсенче аварисемсĕр иртмен. Акă 2013 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче кăнтăр вăхăтĕнчех Волжск станцийĕ çывăхĕнче ЧМЭЗ локомотив çине «Инфинити» çăмăл автомашина пырса кĕнĕ. Çакă çăмăл автомашина водителĕ переезд урлă каçмалли йĕркесене пăснăран килсе тухнă. Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Нолька-Аксаматово станци патĕнче ВАЗ-2110 çăмăл автомашина поезд çине пырса кĕнĕ - икĕ çын, ÿсĕрскерсем, больницăна лекнĕ. Çавăнпа та тепĕр хут асăрхаттарса калатпăр - чукун çул переезчĕ чи хăрушă вырăнсенчен пĕри. Переезд çинче нихăçан та тепĕр транспортран иртсе кайма ан тăрăшăр. Шута илĕр: пурнăç - чи хакли, çавăнпа та пĕр минутшăн çын пурнăçне ан татăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТРОФИМОВ