25 января 2014 г.
2014 çулхи январь уйăхĕнче ял хуçалăх производствин талантлă ертÿçи, хамăр районти чи малта пыракан «Восход» колхозăн (1974-1984 ç.ç.) председателĕ, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Илларионович Пуклаков çуралнăранпа 80 çул тултармаллаччĕ. Анчах пирĕнпе малалла пурăнма ун тÿр килмерĕ.
Унăн кĕске тата çутă та сумлă пурнăçне, пултаруллă та паллă колхоз председательне ырăпа та хисеппе аса илме январĕн 14-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче Шăхаль ялĕнчи чи сумлă ĕç ветеранĕсене пуçтарса, «Хисеп палли» ордена тивĕçнĕ А.Пуклаков ячĕпе Асăну каçĕ ирттернĕ.
Çак мероприятие А.Пуклаковпа пĕр тапхăрта вăй хунă, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.Алексеев, халăх депутачĕсен район ĕçтăвкомĕн председателĕсем пулнă Г.Чернов, Н.Дмитриева та хутшăнчĕç. Вăрмар районĕн агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ Н.Васильев хисепе тивĕçлĕ, правительствăн нумай наградисемлĕ «Восход» колхозăн председателĕ Анатолий Илларионовичăн пархатарлă пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, ĕçри хастарлăхĕ, ÿсĕмĕ, халăхпа ĕçлеме пĕлни, колхоз çитĕнĕвĕсем, пуянлăхĕ çинчен сăмах хускатрĕ. Тăван ялтан ятарласа Асăну каçне килнĕ паллă та сумлă ĕç ветеранĕсем Ю.Зайцева, В.Скворцов, Н.Яндутов, С.Яндутова, Л.Яндутова, В.Федоров, В.Трофимов, А.Тапинов, А.Семенов тăван колхозăн хисеплĕ председателĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе аса илсе калаçрĕç. Колхоз председателĕн Анатолий Илларионовичăн пархатарлă чыс-сумĕ, пултарулăхĕ, таланчĕ, ĕçри паттăрлăхĕ çинчен тава тивĕçлĕ сăмахсемпе В.Алексеев, Н.Дмитриева, Г.Чернов, В.Макарова, Н.Иванов тата ыттисем те чĕре туйăмĕнчен ăшшăн ырласа калаçрĕç. Мероприятие колхоз председателĕн пурнăçĕ çинчен ятарласа презентаци хатĕрлени, районти тĕп библиотека «Ялан асра пирĕн ентешĕмĕр» ятлă кĕнеке куравĕ йĕркелени, председателĕн ывăлĕ М.Пуклаков - Вăрмар район пуçлăхĕ калаçни, çак мероприятие хутшăннисене ăшшăн тав туни асăну каçне пуянлатрĕ, асра нумайлăха хăварчĕ.
Тăван ен, хамăр тавралăхăн историне, ĕçĕ-хĕлĕн пуянлăхне палăртса тава тивĕçлĕ çынсене чыс, хисеп туни малалла та пытăрччĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ПАРХАТАР