АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăç паман шухăшсем

25 января 2014 г.

Ĕçрен таврăнатăп. Мана хирĕç çамрăк хĕрарăм пырать. Хăй ÿсĕр, аллинче - эрех. Хыçалтан 6-7 çулхи хĕрĕ утать. Чĕре хĕстерсе илчĕ. Çакăн евĕрлĕ ÿкерчĕке час-часах курма тивет хальхи пурнăçра. Ÿсĕр хĕрарăм пуçĕнче мĕнле шухăшсем; Хĕрĕ мĕн çинчен шухăшлать; Тарăн шухăша путса утрăм килелле.

Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăраççĕ. Вĕсен юратăвне çирĕплетме тепĕр чун - пепке - кирлĕ. Пĕрремĕш ачана пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл çуралсан вара тепĕр хĕвел тухнăн туйăнать. Ача пĕрремĕш кулă парнелени, пĕрремĕш шăл тухни, пĕрремĕш утăмсем туни, пĕрремĕш хут шкула кайни... Çакă мар-и ĕнтĕ вăл чăн телей; Ку самантсем нумайăшĕн асĕнче юлаççĕ.

Ашшĕпе амăшĕ хăйĕн юратнă тĕпренчĕкĕшĕн тем тума та хатĕр. Ачине çĕнĕ тум туянса парать, тутлă çимĕç илсе çитерет, илемлĕ тетте парнелет. Ача, паллах, чунтан савăнать. Анчах ку кăна çителĕклĕ мар пулĕ. Парнесемпе пĕрлех ачан кăмăл-туйăмне пуянлатас енĕпе те нумай вăй хума тивет. Çакăн çинчен чылайăшĕ вăхăт иртсен манать, ачана сахалтарах тимлĕх уйăрма тытăнать. Шкул çине çеç шанаççĕ пулас. Тимлĕх сахаллине сиссен, ача çакна урăх çĕрте шырама тытăнать. Телевизор, компьютер, юлташсем... Юрать-ха, юлташĕсем аван пулсан. Анчах, шел пулин те, ялан ун пек мар.

Эпĕ кĕçĕн классене вĕрентессипе 30 çул ытла ĕçлетĕп. Ачасем хăйсен килĕсенче мĕн пулса иртни çинчен хăйсен вĕрентекенне каласа пама кăмăллаççĕ. Ачасен килĕсене час-часах каймасан та çемьере мĕнле пулăмсем пулса иртнине пĕлсех тăратăн. Кил-йышра хаваслă самантсем пулса пыни савăнтарать. Тепĕр чухне, шел пулин те, пăшăрханмалли те тĕл пулкалать.

Ача шкула килти ĕçе пурнăçламасăр килнĕ. Сăлтавне пĕлес тетĕн. Вăл пуçне усса хуравлать: «Ĕнер атте ÿсĕр пулнă та эпир килте çывăрман, çавăнпа уроксене тăваймарăм». Ку хыпар вĕрентекенĕн чунне ыраттарать.

Е тата ача шкула тирпейсĕр тумпа килнĕ. Юлашки вăхăтра амăшĕ эрех-сăрапа туслашни çинчен пĕлетĕн.

Урă чухне, укçа пур вăхăтра, ачине тем те илсе пама хатĕр ашшĕпе амăшĕ. Çав вăхăтрах унччен ÿсĕр пулни, пĕр-пĕринпе харкашни, килте çывăрман каçсем ачан чунĕнче тарăн йĕрсем хăварни çинчен чухламаççĕ-ши вара вĕсем;

20-30 çул каяллипе танлаштарсан ачасем питĕ улшăннă тетпĕр. Çак сăмахсемпе чылайăшĕ манпа килĕшеççĕ пулĕ тетĕп.

Ачасем пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне, çитĕннисем юнашар çук чух, самантрах çапăçса каяççĕ, юлташĕсене кÿрентереççĕ, çухăрса калаçаççĕ, йăлăнтарма кăмăллаççĕ. Тăхтавсем вăхăтĕнче дежурнăйсем, учитель лăпкă сасăпа асăрхаттарнине тимлемеççĕ. Уроксенче тимлĕ итлесе ларма чăтăмлăх çителĕксĕр.

Тен, çак улшăнусем ашшĕ-амăшĕсен тимлĕхĕ сахалрах пулнипе те çыхăннă; Çакăн çинчен тĕплĕнрех шухăшласа пăхма юрать. Шкул çине çеç шанни çителĕклĕ мар пек туйăнать. Шкул çулне çитичченех ачасене сăпайлă, ырă кăмăллă пулма вĕрентесси çемьен тивĕçĕ пулĕ тесе шухăшлатăп.

Мĕн авалтан ачана воспитани парас ĕçре малти вырăнта çемье пулнă. Çемьере ача чи малтан пурнăç опычĕ илет, пĕрремĕш сăнавсем туса хăйне тыткалама вĕренет.

Ачаран лайăххине уйăрма хăнăхни ĕмĕрех пырать. Çемьери лăпкă пурнăç пире пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшать.

Çапла вара, ырă тĕслĕх паракан çемьере кăна ачана пур енлĕ аталанма майсем пур. «Аттепе анне пулсассăн, никамран та эп пуян». Çак сăмахсем чăн пĕлтерĕшне çирĕплетессе шанас килет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н,НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика