25 января 2014 г.
Музей ĕçĕ шалти чунĕпе пуян, сăмахĕпе япшар, çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан, çак ĕçе чăн та парăннă çынна савать. Манăн сăмахăм хăй ĕçĕнче чăн ăста пулнă Александра Арсентьевна Викторова пирки пулĕ.
Вăл Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче 1958 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. 4 ачаран чи асли пулнă май вăл кирек епле ĕçе те яваплăха туйса пурнăçланă. Унăн ашшĕ ялта хисеплĕ çын пулнă, фермăра шыв ан талтăр тесе тăрăшнă, вăл вăхăтра уçă тракторпа ĕçленĕ. Наградă нумай пулнă унăн. Амăшĕ колхозри бригадăра ĕçленĕ.
Çамрăк хĕр 10 класс пĕтерсен Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш уйрăмне вĕренме кĕрет. 1981 çулта алла диплом илсен Арапуç каччипе çемье çавăрать. Кунтах ача садĕнче заведующи пулса ĕçлеме тытăнать. 1984 çултан пуçласа шкул ĕçĕнче тăрăшать. 1990-1993 çулĕсем Воркута хулинче иртеççĕ. 1995 çултанпа Арапуçĕнчи историпе краеведени музейĕнче заведующи пулса ĕçлет. Кунта ăна О.Никитина (йывăр тăпри çăмăл пултăр) чĕнсе илет, çур ставкине Александра Арсентьевнăна сĕнет. Йывăр вăхăтра пулăшнăшăн паян кун та ăна ырăпа аса илет. Унăн паха сĕнĕвĕсемпе пурнăçра анлă усă курать.
Музее кĕрсенех хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлани куç кĕрет. Кĕске вăхăтрах тĕрлĕ экспонатсем халăхран пуçтарма пултарнă. Нумай çул колхоз председателĕнче ĕçленĕ сумлă И.Михайлов пуçарса янă пархатарлă ĕçне вăл тытса пырас, халăхăн культура шайне музейра кăтартас тенĕ. Унăн ячĕпе музей ĕçченĕ ятарлă стенд йĕркеленĕ. Акă, И.Михайловăн 75 çулхи юбилейне халалласа Чăваш телевиденийĕн ĕçченĕсем килсе унăн пурнăçне çутатрĕç. В.Туркай пуçарнипе музей умĕнче И.Михайлов ячĕпе Хисеп хăми уçнă.
Кашни уявах, мероприятие тĕплĕн хатĕрленнĕ. Шкулпа тачă çыхăнса ĕçленĕ. Вĕренекенсемпе тĕрлĕ кружоксем ирттернĕ. Акă, вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ япаласем тăвас енĕпе кружок йĕркеленĕ. Краеведени кружокĕ пулнă. Арапуç ял тăрăхĕнчи вырăнсене типтерленĕ, вăрмансене, кÿлĕсене, сăрт-тусене тасатнă. Апла, пулас ăрăва ырăпа хавхалантарнă.
Халăх юррисене пуçтарнă-çырнă, тăтăшах тĕрĕсен выставкисене йĕркеленĕ, колхоз ĕçленĕ тапхăрта экскурсисем ирттернĕ, ют ялсенчен чылай курма килнĕ. Музейра ялти паллă, чунĕпе пуян çынсен, вĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатнă ятарлă стенчĕсене курма пулать.
Архивпа та тачă çыхăнса ĕçленĕ Александра Арсентьевна. Акă, тăван ялта вăрçă вăхăтĕнче больница вырăнĕнче госпиталь пулнă чух чĕрĕлейменнисене Арапуç масарне пытарнă, музей ĕçченĕ вĕсен ятарлă списокне архив урлă шыраса тупнă, вĕсене асăнса ун чухне ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Ю.Иванов тăрăшнипе кивĕ масарта палăк лартнă. Тав вĕсене!
С.Гурьев историк çырса хăварнă тăрăх, Арапуç ялĕнчи çынсем тĕрлĕ сăлтавсене пула Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялне куçса кайнă. Маларах çак çыхăну пĕтнĕ тесен те йăнăш пулмасть. Анчах И.Михайлов тăрăшнипе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе - концертпа килни, музея кĕрсе хăйсен историйĕпе, тĕпĕ-йĕрĕпе паллаштарни, эпир те вĕсемпе паллашни - шалти вăя туйма пултарнăран, йăхпа-йăха пĕрлештерсе туслăха çирĕплетет. Кунта колхоз председателĕн И.Михайловăн тÿпи калама çук пысăк. Апла, музей ĕçĕ çав тери пархатарлă, кăсăклă, унăн ĕçлемеллех. Унра - чун пуянлăхĕ, вăл çыншăн чун апачĕ.
Историсĕр пуласлăх çук. Музейра - халăх сăн-сăпачĕ, унăн иртнĕ кун-çулĕ упранать. Апла ăна сыхласа хăварасчĕ, малалла аталантарасчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА