25 января 2014 г.

Пичет кунĕ хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансемпе полиграфистсен уявĕ çеç мар. Вăл - радиоитлевçĕсен, телекуравçăсен, хаçат вулакансен, штатра тăман авторсен праçникĕ те. Эпир - пĕр пысăк çемье, пысăк пĕр ĕç тăватпăр: хамăрăн историе çырса пыратпăр. Чăваш журналисчĕсен мăнаçланмалли те, хăпартланмалли те пур. Январĕн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприятие 350 ытла хăна пухăннă. Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ĕçĕн ветеранĕсене професси уявĕпе республика ертÿлĕхĕ, Чăваш Ен министерстви-ведомстви, предприятисен ертÿçисем саламланă.
Театр фойинче массăллă информаци хатĕрĕсенче, издательствăсемпе телекоммуникаци предприятийĕсенче вăй хуракансем хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. «Тивĕçлĕ, аван выставка», - тенĕ республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев унпа паллашнă май. Чăваш наци телекуравĕн стенчĕ патĕнче Михаил Васильевич калемçăсене уяв ячĕпе тÿрĕ эфирта саламланă. ЧР информаци политикин министрĕ В.Андреева 2013 çулта тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев палăртнă тăрăх - журналист - хăйне евĕр, çав вăхăтрах çăмăл мар професси. «Тавтапуç сире тÿрĕлĕхшĕн тата тĕрĕслĕхшĕн», - тенĕ Михаил Васильевич.
Уявра чи пултаруллисемпе пуçаруллисем патшалăх наградисене тивĕçнĕ.
Уява пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О.Мешков саламланă.
Уява республикăри пултарулăхăн паллă ушкăнсен юрри-ташши пуянлатрĕ.
Чыслава пирĕн районти журналистсен пĕр ушкăнĕ те хутшăннă: Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕсем, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова, хаçатăн ответлă секретарĕ В.Толматов, журналистика ĕçĕн ветеранĕ, нумай çул хушши хаçатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ Н.Васильев, хаçат редакцийĕн профсоюз комитечĕн председателĕ, электрон наборĕн операторĕ Л.Федотова.
Ĕçтешсемпе курса калаçни, вĕсен ĕç опычĕпе паллашни професси тĕлĕшĕнчен ÿсĕмсемпе ăнăçусем тума май парать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Хамaр инф.