АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район ĕçĕпе паллашнă, малашлăха палăртнă

25 января 2014 г.

Район ĕçĕпе паллашнă, малашлăха палăртнă

Январĕн 21-мĕшĕнче Вăрмар районне ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев килни пирки «Хĕрлĕ ялав» хаçат кăна мар, республикăри пур массăллă информаци хатĕрĕсем те пĕлтерчĕç.

Çак кун чи малтанах Михаил Васильевич шăвармалли шлангсем кăларакан «Аванпром» тулли мар яваплă общество ĕçĕпе паллашни çинчен «Хĕрлĕ ялавăн» иртнĕ номерĕнче тĕплĕн çырнăччĕ. Ун хыççăн Республика Пуçлăхĕ пĕрле килнĕ ЧР министрĕсен, вĕсен çумĕсен ушкăнĕпе РФ Пенси фончĕн Вăрмарти управленийĕнче, районти тавра пĕлÿ музейĕнче пулни çинчен те пĕлтернĕччĕ.

Халĕ вара республика Пуçлăхĕн ĕçлĕ визичĕн иккĕмĕш пайĕ пирки тĕплĕнрех.

«Аванпром» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕпе паллашса ăна хак панă хыççăн Михаил Васильевич РФ Пенси фончĕн районти управленине çитрĕ. Ăна кунта РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне ертсе пыракан Р.Кондратьева кĕтсе илчĕ. Килнĕ хăнасемпе район çыннисене Роза Алексеевна пенси тытăмĕнче 2014 тата каярахри çулсенче пулса иртекен улшăнусемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Граждансене, хăйсене страхланă çынсене электронлă пулăшу парасси пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ Роза Алексеевна.

Хăнасем килнипе управлени хăйĕн ĕçне чарса лартман - клиентсене йышăнса вĕсен ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе палăртнă графикпе ĕçлерĕ. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев, район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Пенси фончĕн районти управленийĕн ĕçченĕсен ĕçне халăх мĕнле хак панипе те кăсăкланчĕç. Кунта килнĕ клиентсем çакăнта ĕçлекенсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕç. Чăн та районти Управленинче тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ, хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлакан специалистсем ĕçлеççĕ. Кунта вăй хуракансенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем пулнă май, Михаил Васильевич вĕсен ĕç условийĕсемпе кăна мар, кил-çурт ыйтăвĕсемпе те кăсăкланчĕ. Демографи ыйтăвĕ çивĕч тăнипех çемьере миçе ача çитĕнни пирки те интересленчĕ. Кашниех: «Икшер ача», - тесен, виççĕмĕшне те çуратасси пирки шухăшламалла», - терĕ.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнчен районпа паллашасси тавра пĕлÿ музейне куçрĕ. Нумай çултанпа музей çурчĕ пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçрĕ. 2009 çулта Республика кунĕ тĕлне республика, район бюджечĕсем уйăрнă укçапа «Урмарская» КСО» акционерсен хупă обществи капмар çурт хăпартса лартрĕ. Музей директорĕ В.Цыфаркин килнĕ хăнасене виçĕ зала вырнаçтарнă экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Курмалли, тăван тăрăх историйĕпе, пултаруллă çынсемпе паллашмалли стендсене питĕ пĕлсе йĕркеленĕ кунта. Михаил Васильевич та, Константин Владимирович та районăн кун-çул историне лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа та вĕсем музейра тăратнă экспонатсемпе выставкăсем чăннипех пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Пысăк Енккассин Культура çурчĕ çумĕнчи «Еник» фольклор ушкăнĕн юррисем (ертсе пыраканĕ Н.Гаврилов) пурин кăмăлне те çĕклерĕç, авалхи тапхăрти юрăсем чăваш халăхĕн историйĕпе çыхăннă-çке.

Ĕçлĕ çул-çÿрев çавăнпа та ĕçлĕ ĕнтĕ. Пĕтĕмлетÿ тумасăр, районăн ĕçĕ-хĕлне палăртмасăр иртмест вăл. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пыракан делегаци, район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пĕтĕмлетÿ тума Вăрмарти Культурăпа кану центрне çитрĕç. Чи малтанах вĕсем фойере культура ĕçченĕсем, хула, ял тăрăхĕнче пурăнакан пултаруллă ăстасен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи ăстасем вĕтĕ шăрçăран тунă илемлĕ япаласемпе тĕлĕнтерчĕç, Аслă Чаксен хитре япалисем, Пинер ял тăрăхĕсем вара хăйсем йăваланă тĕрлĕ тĕслĕ çăматăсемпе куçа илĕртрĕç. «Светлана» тулли мар яваплă общество та çĕвĕ продукцийĕсене - курткăсем, ĕçре тăхăнмалли тум-тир - тăратнă. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул коллективĕ - ачасем ăсталанă япаласем, Вăрмар райповĕ пылак шыв, çăкăр-кулач, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» - кăркка, хур, чăх ашĕ, çăмарта... Курава хăйсен продукцине тăратнă пур хуçалăхпа организацисене асăнса та пĕтереймĕн.

Куравпа паллашнă хыççăн Культурăпа кану центрĕн залĕнче ĕçлĕ канашлу пуçланчĕ. Кунта районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем, хула, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе специалистсем, ял старостисем, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçисем, район çыннисем пухăннă. Районăн 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин паллаштарчĕ. Иртнĕ çул ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулман пулсан та çак сферăра район начарах мар çитĕнÿсем тунине палăртрĕ. Çурт-йĕр строительстви те аталанса пырать, социаллă объектсем те çĕкленеççĕ. Акă иртнĕ çул Пинерте 160 ача вырнаçмалăх пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул хута кайнă, Кивĕ Вăрмарта фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă, кăçал вара Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ тума пуçланă. Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2013 çулта 526,8 млн тенкĕпе танлашнă, 2012 çулхипе танлаштарсан çакă 140,3 процент.

Çавăн пекех тĕл пулура Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ министрĕ В.Аврелькин, ЧР Юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, ЧР Культура, национальность тата архив ĕçĕпе ĕçлекен министр В.Ефимов, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управленийĕн ĕçĕсене пурнăçлакан К.Киргизов, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева хутшăнса Вăрмар районĕнче пурăнакансен ыйтăвĕсем çине тивĕçлĕ хуравсем панă. Çакна палăртмалла: районти яваплă çынсем те - Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Ямуков та хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Кириллов та районти сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусене çутатса пачĕ.

Юлашкинчен ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хăйсен пĕтĕмлетÿ сăмахĕсенче çак тĕл пулăва хутшăннисене тав турĕç, хускатнă ыйтусене татса пама шантарчĕç.

Çавăн пекех чаплă лару-тăрура М.Игнатьев ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн Мăнçырмари физкультура учительне Ю.Николаева, районти тĕп библиотекăри методика пайĕн пуçлăхне С.Щербаковăна, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Шуйские Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсем, алла çыхмалли сехетсем парса чысларĕ. Республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăни çинчен калакан свидетельствăсене ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем тивĕçрĕç, икĕ е ытларах ача çуратнă амăшĕсене амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене пачĕç.

Мероприяти хыççăн районта 2014 çул Культура çулталăкĕ пуçланнине палăртса культура ĕçченĕсем, художествăлла пултарулăх коллективĕсем савăнăçлă концерт ирттерчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика