22 января 2014 г.
Иртнĕ çулта Энĕшпуçĕнче пулни-иртнине хакласа, пысăк ÿсĕмсем тăвакансене палăртса, тарăн шухăша яракан цифрăсемпе фактсене тепĕр хут асăма илсе тимлени малашлăхри тĕллевсене пурнăçра уççăмлăрах курма май парасса шанас килет.
- Январĕн 5-мĕшĕнче Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕ «Энĕшпуçĕнчи хĕлле - 2013» авторалли ăмăртăвне ирттерчĕ. Кунта республикăри районсемпе хуласенчен килнĕ автомашинăсемпе тракторсен экипажĕсем хутшăнчĕç. Пĕтĕмĕшле экипажсен шучĕ 25-рен те иртрĕ. Ăмăрту трасси - 1,8 километр. Транспорт хатĕрĕсем 5 çаврăм çаврăнса чупрĕç. Интересленсе курма халăх йышлăн пухăнчĕ.
- «ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2013 çулхи январĕн 25-мĕшĕнчи Указĕпе ял хуçалăх министерствинче нумай çул ĕçлесе пысăк ÿсĕмсем тунă, Чăваш Республикинчи Шупашкар районĕнчи «Лакта» тулли мар яваплă обществăн региональнăй пай пуçлăхне В.Афанасьева «ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята панă. Вăл 1954 çулта Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ çемйипе Шупашкарта тĕпленсе пурăнать. Унăн мăшăрĕ Л.Афанасьева темиçе çул маларах «ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ» ята илме тивĕç пулнă.
- Январĕн 22-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пулчĕ. Вăл Энĕшпуçĕнчи «Сарапаева Т.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн сурăх, ĕне ĕрчетмелли ферминче пулса унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ.
- Февралĕн 16-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе 13-мĕш хут Энĕшпуçĕнчи СССР спорт мастерĕсене, пушар хуралĕн офицерĕсене - пĕртăван Юрийпе Геннадий Ивановсене асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Кунта Шупашкар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка, Хусан хулисенчен, Васильевăран, Тăвайпа Вăрмар районĕсенчен килнĕ спортсменсем хутшăнчĕç.
Шкулти Çар Мухтавĕн музейĕ çумĕнчи «Дорогой героев, дорогой отцов» кружокăн членĕ, 10-мĕш класра вĕренекен Анна Сидорова тăратнă тĕпчев ĕçĕ февральте республикăра иртнĕ «Сталинградская битва: хроника, факты, люди» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă. Конкурсра совет салтакĕсем нимĕç фашисчĕсене Сталинградри çапăçура çапса салатнăранпа 70 çул çитнине халалланă.
- Мартăн 2-мĕшĕнче «Арктикăн чĕрĕ символне упраса хăварар!» конкурсăн республикăри тапхăрĕнче 16 районтан 723 ача хутшăннă. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем хăйсен аллипе содержани тĕлĕшĕнчен пуян, илĕртÿллĕ ÿкерчĕксемпе плакатсем хатĕрленĕ. «Конкурса тăратнă кашни ĕçĕн тĕллевĕ - шурă упана сыхласа хăварассине пропагандăласси. Комисси членĕсем 1-4 класс ачисем хушшинче Энĕшпуçсене палăртнă. Пĕрремĕш вырăна А.Игнатьева, 3-мĕш вырăна Р.Яковлев тухнă. Лауреат ятне С.Расколов, С.Иванов тивĕçнĕ.
- Апрелĕн 10-мĕшĕнче ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин ведомствисем хушшинчи «Чăваш Енри чи хăтлă ял тăрăхĕ» республикăри конкурсра Энĕшпуç ял тăрăхĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Март уйăхĕнче Йĕпреçре республика шайĕнче иртнĕ хĕллехи ял вăййисенче Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çемйи (О.Иванов - çемье пуçлăхĕ, Л.Иванова - мăшăрĕ, В.Иванов - 13 çулхи ывăлĕ) пĕрремĕш вырăн йышăннă.
- ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2013 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн Куславкка районĕнчи Кунер ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне, Энĕшпуç ялĕнче çуралса вĕренсе ÿснĕ В.Юсова Чăваш Республикин Хисеп грамотине парса чыс тунă.
- Энĕшпуç ялĕнче кун çути курнă икĕ ентеш майăн 19-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьре Çĕнтерÿ Парадне хутшăнчĕç. Вĕсенчен пĕри Санкт-Петербургри Ф.Дзержинский ячĕллĕ Тинĕс çарĕн политехника институчĕн курсанчĕ П.Григорьев. Тепри тăван çĕршыв хуралĕнче, Саратов облаçĕнче хими чаçĕнче хĕсметре тăнă С.Александров. Иртнĕ çул пĕр ялта çуралса ÿснĕ П.Григорьевпа С.Александров яшсем Çĕнтерÿ 68 çул çитнине анлăн паллă туса ĕмĕр асăнмалăх патриотла çитĕнÿ турĕç.
- Май уйăхĕнче Вăрмар поселокĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Энĕшпуç шкулĕнче вĕреннĕ Светлана Захарова парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе 11-мĕш хутчен кросс иртрĕ.
- Июнĕн 2-мĕшĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕ çумне ялта пĕрремĕш хут видеокамерăсем вырнаçтарчĕç.
- Июнĕн 16-мĕшĕнче ял-йыш Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ юлашки вăрçă салтакĕпе Н.Константиновпа ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Пĕтĕмпе 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăна Энĕшпуçсенчен 400 яхăн çын хутшăннă.
- Июль уйхĕнче Чăваш Ен кĕнеке палатине «Судьба и судьи Чувашии. 1917-2012» кĕнеке çитнĕ. Кĕнеке авторĕ - Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ юрисчĕ, ЧР Аслă сучĕн судйи, Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Яковлев. Ăна ЧР Аслă судне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине халалланă. Ку - асăннă ведомство энциклопедийĕн тăсăмĕ.
- Июлĕн 13-мĕшĕнче ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата ĕçлĕ ушкăн «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕç, кĕрхи тулă пуссине пăхса çаврăннă май тухăç аван пулмаллине палăртрĕç.
- Август уйăхĕнче Раççей МЧС-ĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн сотрудникĕ, тĕнчипе паллă марафонка С.Захарова Пĕтĕм тĕнчери полицейскисемпе пушарниксен Белфастри (Çурçĕр Ирланди) XV вăййисенче икĕ ылтăн медаль - çурма марафонра тата 5000 метрлă чупура çĕнтернĕ. Энĕшпуçĕнче вĕреннĕ чухне физкультура учителĕ ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Г.Исаев пулнă.
- Пушар хуралĕнче Энĕшпуçсенчен вăтăр ытла офицер шутланать. Вĕсен йышне ÿстерсе кăçал ялти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ С.Григорьев Екатеринбургри пушарпа техника институтне вĕренме кĕнĕ. Çамрăк курсанта вĕренÿре ăнăçусем сунатăп.
- Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта А.Николаев космонавт-летчике асăнса «Советская Чувашия» хаçатăн йăлана кĕнĕ çăмăл атлетсен 75-мĕш юбилейлă эстафета ăмăртăвĕсен тапхăрĕ иртрĕ.
«Спорт çемйисем» ушкăнра Энĕшпуçĕнчи Александровсен çемйинчен çулталăк çурăри А.Александрова «Чи çамрăк чупуçă» номинацире парне çĕнсе илме пултарчĕ.
- Декабрĕн 27-мĕшĕнче Олимп çулăмне йăтса пирĕн республикăран 33 çухрăма яхăн тăсăлакан дистанцие 163 спортпа туслă çын тухрĕ. Çак шутра пирĕн ентеш - Атайкасси ялĕнче çуралнă, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ С.Захарова та пулчĕ.
- Ялта пурăнакансенчен чи ватă хĕрарăм - 94-ри М.Каюкова, 1919 çулта çуралнă.
Арçынсенчен 88 çулхи вăрçă участникĕ Н.Власов, 1925 çулта çуралнă, Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснисенчен - 86 çулхи П.Ф.Федоров, 1927 ç.ç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.КРИКОВ