АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсин çĕнĕ йĕркине сÿтсе явнă

22 января 2014 г.

2015 çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа Раççейре граждансен пенси прависене йĕркелемелли тата обязательнăй пенси страхованийĕн системинчи пенсие шутламалли çĕнĕ йĕрке вăя кĕрет.

Иртнĕ эрнере РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Уйрăмĕнче пенсин çĕнĕ законодательствине ăнлантарса парассипе пресс-конференци иртнĕ. Унта республикăри, районсенчи журналистсем те хутшăннă. Пресс-конференци трансляцийĕ видеоçыхăну мелĕпе районти Управленисенче те иртнĕ. Çав шутра РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕнче те, унăн пуçлăхĕ М.Пуклаков, специалистсем видеоçыхăну мелĕпе пресс-конференцие хутшăннă. РФ Пенси фончĕн республикăри Уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева 2015 çултан пуçласа страховой тата пухăнса пыракан пенсисене тÿлемелли çĕнĕ йĕрке çинчен каласа панă, çавăн пекех вăл пенсие тухмалли çул сыхланса юлнине, ĕç стажĕн, официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ ÿснине палăртнă. Çĕнĕ законодательство пулас пенсионерсене пырса тивет. Паянхи кун тивĕçлĕ канурисен пенси калăпăшĕ улшăнмĕ. Ĕçлекен пенсионерсен пенсие туллин илмелли прави сыхланса юлнă.

Граждансен страховой пенси илмелли пенси прависем индивидуаллă пенси коэффициенчĕсем урлă палăраççĕ. Индивидуаллă пенси коэффициенчĕн калăпăшĕ ĕçленĕ кашни çултан килет. Ăна ĕç паракан тÿлесе пынă страховани взносĕсен суммине чи пысăк ĕç укçишĕн тÿленĕ страховой взноссен сумми çине пайласа (2014 çулта - 624 пин тенкĕ) ÿсĕм коэффициенчĕ çине хутласа шутлаççĕ. Ĕç укçи мĕн чухлĕ пысăкрах, çавăн чухлĕ çулталăкри пенси коэффициенчĕн пĕлтерĕшĕ те пысăкрах. Çулталăкри пенси коэффициентне шутланă чухне официаллă ĕç укçине кăна шута илеççĕ. Пенси фончĕ кашни ĕçлекенĕн коэффициенчĕсене шутласа пырать. Вĕсен шутне гражданин «Страхланнă çыннăн уйрăм кабинечĕ» электронлă сервис урлă пĕлме пултарать. Страховой пенси калăпăшне кашни çулти пенси коэффициенчĕсене çулталăкри пенси коэффициенчĕн хакне хутласа шутлаççĕ. Пенси коэффициенчĕн хакне кашни çулах Пенси фончĕн бюджечĕ çинчен калакан федераллă саккунĕпе килĕшÿллĕн пăхса тухаççĕ. 2015 çулта вăл 64 тенкĕ те 10 пуспа танлашать. Пенси çулне çитсессĕн те ĕçлеме чарăнмасан, пенси шутлаттарма каярах пынă кашни çулшăн преми коэффициенчĕсем хушса параççĕ.

Пресс-конференцире 2014 çултан вăя кĕнĕ саккунсенчи йĕркесене тĕплĕн пăхса тухнă. 2014 çулта 1967 çулта тата каярах çулсенче çуралнă граждансемшĕн хывса пыракан взноссем вăхăтлăха пенсин страховой пайне куçса пыраççĕ. Икĕ çул хушшинче ертсе пыракан компанисемпе патшалăхăн мар пенси фончĕсен законодательство ыйтнине тивĕçтернине тĕрĕслев витĕр тухмалла, пенсин пухăнса пыракан пайне сыхласа хăварассине гарантилекен системине кĕмелле. Икĕ çул хушшинче, 2015 çул вĕçленнĕ тĕле, суйласа илмелле: пур взноссене страховой пай çине, е малтанхи пекех 6 процент таранччен страховой взноссене пенсин пухăнса пыракан пайĕ çине куçарса пымалла. Çавна май пĕлмелле, страховани пенсине çулсеренех инфляци шайĕпе патшалăх ÿстерсе пырать. Пенсин пухăнса пыракан пайне патшалăх индексацилемест, вăл инвестированирен кăна килет. 2014 çултан пуçласа сывлăхшăн сиенлĕ тата хăрушлăх кăларса тăратакан производство организацийĕсенче ĕçлекенсемшĕн ĕç условийĕсене лайăхлатмалли хавхалантарусем кĕртнĕ - ĕç условийĕсен ятарлă хаклавĕ тăрăх Пенси фондне хушма тарифсем куçараççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика