22 января 2014 г.

Кашни çĕнĕ çул пуçламăшĕнчех тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ. Йĕркелĕх хуралĕнче тăракансем те пĕтĕмлетÿ ĕçне ирттереççĕ. Çак кунсенче РФ шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн 2013 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç.
Унăн ĕçне ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, полици полковникĕ И.Воробьев, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Чайкин, район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов хутшăнчĕç.
Чи малтанах йĕркелĕх хуралĕнчи муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе унăн начальникĕ И.Константинов паллатшатрчĕ.
Иртнĕ çул çынсен лăпкăлăхне сыхлас енĕпе кунта пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Тĕрлĕ сферăри сотрудниксем çине тăнипе преступлени тунин регистрацийĕ 2012 çулхипе танлаштарсан 1,5 процент чакнă. Çав вăхăтрах сотрудниксен ĕç калăпăшĕ пĕрре те чакман, мĕншĕн тесен вĕсен 5445 çăхавпа заявлени пăхса тухма тивнĕ, вĕсен шучĕ 2012 çулхипе танлаштарсан 20 процент ÿснĕ. Çакна хамăр тăрăхра пурăнакан çынсем шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсене çулсерен шанса пыни çинчен калать.
Шута илнĕ 325 преступленирен 258 преступление уçса панă. Вăтам шайри преступленисем тăвассин шайне уçса парасси - 8, уйрăм çын сывлăхне сиен кÿрекен преступленисене - 9,1, хурахла ĕçсемпе ултавсене, экономика преступленийĕсене уçса парасси 10-16,7 процент ÿснĕ. Йывăр преступлени тунă пур тĕслĕхсене тупса палăртнă.
Шалти ĕçсен сотрудникĕсемшĕн преступлени тăвассине хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттересси те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçĕн çитĕнĕвĕ пурах - йывăр йышши преступленисен йышĕ 2012 çулпа танлаштарсан 2013 çулта 78-тан 53 таран чакнă. Çыннăн сывлăхне сиен кÿресси те 12-рен 9 таран чакнă, ют çын пурлăхне вăрлассипе çыхăннă кăтартусем те пĕчĕкрех - çулталăк маларах 127 пулнă пулсан, 2013 çулта - 107.
Экономика сферинче тăвакан преступленисене уçса парасси те ÿссе пырать. Çÿлерех асăннă танлаштаруллă çулпа илес пулсан, 2013 çулта çак сферăра 31 преступлени (3,3 процент нумайрах) тупса палăртнă, коррупци тĕлĕшĕпе çыхăннисем - 12. Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем тăрăшнипе урамсемпе обществăлла вырăнсенче преступлени тăвасси чакса пырать. Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне чарса лартассипе те пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. 2013 çулта виçĕ тĕслĕх тупса палăртнă, 2012 çулта пĕр тĕслĕх пулнă. Çавăн пекех граждансем усă куракан 38 хĕç-пăшал туртса илнĕ. Хăйсен ирĕкĕпе граждансем регистрациленĕ 3 хĕç-пăшал, 250 тĕрлĕ йышши боеприпас панă. Çак ĕçе 2014 çулта та анлăн пурнăçлама палăртнă.
Маларах преступлени туса ирĕке тухнисене кулленхи пурнăçа хăнăхтарас тĕлĕшпе те тимлĕх уйăраççĕ муниципалитетсем хушшинчи шалти ĕçсен уйрăмĕнче ĕçлекенсем. Çак енĕпе «Рецедив», «Условник», «Надзор» оперативлă профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ. Çакă маларах судпа айăпланнă çынсем тунă преступленисен шутне 138-тан 110 таран е 20,2 процент чакарма май панă. Профилактика ĕçне вăйлатни çул çитмен ачасен преступленийĕсен йышне 53,6 процент чакарма май панă. Ашшĕ-амăшĕсемпе тата ачасене усрава илнĕ çынсемпе те курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ - административлă йĕркене пăснă 151 тĕслĕх регистрациленĕ (2012 çулта - 117 тĕслĕх).
Шел пулин те, ÿсĕрле преступленисем тăвакансен йышĕ ÿсет. 2013 çулта ÿсĕрле тунă преступленисен йышĕ 53,8 процентпа танлашнă, 2012 çулта - 52,2 процент. Çак тĕлĕшпе РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче административлă явап тыттарас тĕлĕшпе 37 ĕç пуçарнă: февраль, март, май, август, ноябрь уйăхĕсенче «Алкоголь - суррогат», «Алкоголь - урам - 2013» «Алкоголь», «Алкоголь - табак» оперативлă профилактика ĕçĕсем ирттернĕ.
Уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчен вăл е ку япала вăрласси чакса пырать пулсан та вĕсене уçса парасси, шел пулин те, чакмасть, вăл 18,4 процентран 16,4 процент таран анса ларнă.
Çул-йĕр çинче пулакан аварисен шучĕ, автомашинăсен йышĕ ÿснĕ май, нумайланса пырать. Енчен те 2012 çулта çул çинче 32 авари пулнă пулсан, 2013 çулта - 46. Аварисенче вилекенсем икĕ çынран 6 çын таран ÿснĕ, аманнисем 50 çынран 59 çын таран.
Пĕтĕмлетÿ тунă май, вăл е ку ыйтусем тавра, калаçмалли нумай пулчĕ. Министр çумĕ И.Воробьев полковник ытларах çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтермелли çинче чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин та шалти ĕçсен тытăмĕнче ĕçлекенсемпе таччăн çыхăнса ĕçлени общество аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В. ТОЛМАТОВ