22 января 2014 г.

Ĕнер пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев пулчĕ. Чи малтанах вăл Вăрмар поселокĕнче вырнаçнă «Аванпром» тулли мар яваплă обществăн производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
Кунта ăна ЧР экономика аталанăвĕпе, промышленность тата суту-илÿ министрĕ В.Аврелькин, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, «Аванпром» тулли мар яваплă обществăн директорĕ О.Ильин кĕтсе илчĕç. Михаил Васильевич предприяти вырнаçнă территорие малтанхи çулсемпе танлаштарсан йĕркене кĕртнине палăртрĕ. «Аванпром» предприяти район территорийĕнче 2011 çулхи декабрь уйăхĕнчен ĕçлет, кунта шăвармалли шлангсен производствине йĕркеленĕ. Паянхи кун 20 çын тăрăшать, шланг кăларакан 4 лини ĕçлет. Малашне предприятире тепĕр 2 лини ĕçлеттерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме палăртаççĕ.
Михаил Васильевич ĕç процесĕпе паллашнă май шланг тумалли гранулăсене ăçтан кÿрсе килнипе, хатĕр продукцине еплерех вырнаçтарнипе кăсăкланчĕ. Предприяти директорĕ О.Ильин палăртнă тăрăх вĕсен продукцийĕ Раççейĕпех саланать, Çĕпĕре те çитет. Шланг тумалли гранулăсене вара Дзержинск хулинчен кÿрсе килеççĕ. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев производствăн кашни утăмĕпе паллашрĕ, кунта вăй хуракан Алена Порфирьевăпа, Татьяна Матвеевăпа уйрăмшарăн калаçса илчĕ, вĕсен ĕç условийĕсемпе интересленчĕ. Хĕрарăмсем Михаил Васильевича хăйсен ĕç вырăнĕпе, ĕç укçипе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç. Производствăпа паллашнă май М.Игнатьев «Аванпром» предприятин инвесторĕпе С.Павловпа стратегиллĕ тĕллевсене сÿтсе яврĕ.
М.Игнатьевăн ĕçлĕ çул çÿревĕ малалла РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленине пулчĕ. Кунта РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева та пулчĕ. Ĕçлĕ ушкăн капиталлă юсав хыççăн учреждени еплерех ĕçленипе интересленчĕ.
Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев районти тавра пĕлÿ музейĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Музейра Республика Пуçлăхне ЧР культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В.Ефимов, музей директорĕ В.Цыфаркин, Пысăк Енккассинчи «Еник» фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕç. Юлашкинчен М.Игнатьев ĕçлĕ ушкăнпа пĕрле Вăрмарти Культурăпа кану çуртĕнче иртнĕ канашлăва хутшăнчĕ. Канашлăвăн теми: «Вăрмар районĕн 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2014 çулхи тĕллевĕсем».
Çак кунах районти Культура çуртĕнче 2014 çул Раççейре Культура çулталăкĕ пулнипе çыхăнтарса пысăк концерт иртрĕ.
(Тĕплĕнрех çитес номерте).
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА