АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх пулсан çитĕнÿ пулать

18 января 2014 г.

Чăваш ывăлĕсем çĕршыва шанчăклă хуралласа Раççей çарĕнче хăйсен тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ, çар службинчи вĕренÿри йывăрлăхсене çĕнтерсе çитĕнÿсем тăваççĕ.

Акă 1991 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Николаевич Иванов службăра витĕмлĕ ÿсĕмсем туса палăрнă.

- Ялти шкулта лайăх вĕренекенскер çамрăклах спорта хăнăхса ÿсрĕ, «Зарница», «Орленок» çарпа патриотизмла вăйăсенче отделени командирĕ пулса активлă хутшăнатчĕ. Çăмăл атлетика енĕпе, йĕлтĕрпе чупса шкул командипе районти ăмăртусенче çитĕнÿсем тăватчĕ, - терĕç Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулти физкультура учителĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Г.Исаев тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предметне вĕрентекен А.Яковлев çĕршыв хÿтĕлевçи А.Иванов пирки аса илсе.

2008 çулта вăл ялти вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх академинче малалла ăс пухма тытăнать. 2013 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче ăнăçлă вĕренсе тухса инженер-механик дипломне алла илет. Ĕнерхи студент тепĕр икĕ кунтан салтак аттине тăхăнса çар ретне тăрать. Служба Екатеринбургри мотострелоксен чаçĕнчи разведчиксен батальонĕнче пуçланать. Аслă пĕлÿ илнĕ, спортпа туслă хастар та пултаруллă ентеш çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа пырать, ашшĕпе амăшне, тус-юлташĕсене шантарса каланă сăмахсене çирĕп тытма тăрăшать. Вăл çар ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене çине тăрса алла илет, мĕн вĕрентнине тĕпе хурать, приказсемпе заданисене тÿрĕ кăмăлпа, вăхăтра пурнăçлать, дисциплина енчен ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çавăнпах унăн авторитечĕ командирсемпе салтаксем умĕнче ÿссех пырать. Разведчик-пехотинец Андрей Иванов хăйĕн службăри пурнăçĕпе питех те кăмăллă. Йăхри арçынсем хисеплĕ тивĕçе тĕплĕн пурнăçланă. Унăн пиччĕшĕ, Алексей Николаевич, Кавказри хĕрÿ вырăнта службăра пулнă, ашшĕ, Николай Львович, Монголинче, куккăшĕ П.Павлов Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ «Паттăрлăхшăн» икĕ медаль илме тивĕç пулнă. Çак кунсенче пĕтĕм çывăх тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, уйрăмах ашшĕпе амăшĕ çар чаçĕн командирĕнчен Тав çырăвĕ илсен хĕпĕртерĕç.

Уважаемые Николай Львович и Нина Петровна!

Сообщаем вам, что за время прохождения военной службы в разведывательном батальоне войсковой части 61423 ваш сын добился высоких показателей в боевой подготовке и полевой выучке.

Андрей Николаевич является дисциплинированным воином, он настойчиво повышает ратное мастерство, пользуется заслуженным уважением со стороны командиров и авторитетом среди сослуживцев.

Командование бригады поздравляет вас с 95-й годовщиной дня образования военной разведки и выражает глубокую благодарность за хорошее воспитание сына - достойного защитника Отечества, желает вам крепкого здоровья, успехов в трудовой деятельности, семейного счастья и благополучия!

С уважением командир

в/ч 61423 генерал-майор А.Мордвичев.

Çакăн пек пултаруллă ывăла, чăн-чăн патриота çуратса ÿстернĕ ĕçчен те хисеплĕ ашшĕпе амăшĕ çинчен çакна палăртни те вырăнлă пулмалла.

Ашшĕ, Николай Львович, сакăр çул хушши тăван совхозра шоферта, унтан 26 çул чукун çул çинче бригадирта вăй хурать.

Амăшĕ, Нина Петровна, чылай çул почтальонка пулнă, халĕ ял администрацийĕн специалисчĕ пулса тăрăшать. Вĕсем икĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Часах вĕсен кĕçĕн ывăлĕ демобилизаци йĕркипе службăна ăнăçлă татса тăван яла таврăнĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.КРИКОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика