АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿкерет, кĕнеке çырать

18 января 2014 г.

Ÿкерет, кĕнеке çырать

Шупашкарта музейсем нумай, Асăну музейĕ - пĕрре çеç. Вăл Раççей искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш халăх художникĕ М.Спиридонова халалланăскер, Уруков урамĕнче ÿнерçĕн хваттерĕнче вырнаçнă. Унăн заведующийĕ - пирĕн ентеш, Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Н. Садюков.

Николай Иванович «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организацин хастарçи те. Виçĕ çул каялла вăл хăйĕн картинисен куравне район музейĕнче йĕркеленĕччĕ. Эпĕ, çак статьян авторĕ, Асăну музейĕнче пулнă май, ентешрен çулталăка пĕтĕмлетме ыйтрăм.

- Кăçал хамăн картинăсен куравне йĕркелеймерĕм, тĕрĕссипе ун пек тĕллев те лартман. Юбилей тавраш пулман. Ытларах ĕçтешĕмсен пултарулăхĕпе çитĕнĕвĕсене асăрхаса тăтăм темелле-тĕр. Апрель уйăхĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Пăлхар-сувар культурин еткерĕ» ятлă курав ĕçлерĕ. Унта хамăр район ÿнерçин Л.Николаевăн илемлĕ сĕтел-пуканне кăтартнăччĕ. Ун пирки хаклав сăмахĕсем каларăм. Ытти куравсене те курма çÿрерĕм, тишкерÿ ĕçне хутшăнтăм. Юлташсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса тăмасăр юрамасть, хăвăн та малаллах утмалла вĕт. Тата вĕсене курни, вĕсемпе паллашни мана тĕпчев-тишкерÿ ĕçĕсем çырма та кирлĕ вĕт.

- Халиччен Эсир виçĕ кĕнеке кăлартăр. Кăçал та журналсенче статйăрсем пичетленсех тăчĕç. Пысăкрах ĕç те хатĕрленĕ терĕр-ха.

- Çапла. Маларах кăларнă кĕнекесем ÿнер тĕпчевĕпе историографийĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕç пулĕ тетĕп. «Приумножая коллекцию» ятли 2012 çулта «Раççейри регионсене аталантарма пулăшакан чи лайăх кĕнеке» номинацире лауреат ятне тивĕçрĕ. М.Спиридоновăн Асăну музейĕн заведующийĕ пулни хальхи чăваш художникĕсен ĕçĕ-хĕлне те тишкерсе пыма хистет паллах, анчах та ытларах ÿнер историне тĕпчеме кирлине систерет. Ĕç опычĕ пысăк, хамăн ĕмĕрĕмре нумай паллă художникпа курнăçнă, пĕрле ĕçленĕ. Чылайăшĕн пултарулăхĕ пирки хаçат-журналсенче чăвашла та, вырăсла та тишкерÿсем, статьясем, очерксем пичетлесе кăларнă. Халĕ те çырсах тăратăп. Маларах çырнисене те, халĕрех калăпланисене те пĕр кĕнекере пичетлес шухăш тахçанах çуралнăччĕ-ха. Анчах та мĕнле пурнăçламалла; Художниксен картинисен репродукцийĕсене лайăх хут çине пичетлемелле вĕт. Ку вара питĕ хаклă. Полиграфи те хальхи шайра пулмалла. Юрать, культура министерстви пулăшрĕ, юлташсем кĕнекен хапине йĕркелесе пачĕç, тăвансем текста редакцилерĕç, сăн ÿкерчĕксене илемлетрĕç. Çапла вара, çĕнĕ çул умĕнех темелле, «Творящие прекрасное» кĕнеке вулакансем патне çитрĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ЦЫФАРКИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика