АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр санинструктора асăнса

18 января 2014 г.

Нимĕç фашисчĕсем пирĕн Тăван çĕршыва сĕм хурахла тапăнса кĕрсен арçынсене çара илме тытăннă. Пĕрисен салтак ячĕ тухнă, теприсем хăйсен ирĕкĕпе фронта кайма шутланă. Вăрçă вучĕ кунсерен хĕрсе пынă май çара юрăхлă хĕр, хĕрарăмсене те хĕсмете çырма тытăннă. Пирĕн районтанах вăрçă хирне темиçе теçетке хĕр упраçа илсе кайнă, вĕсенчен улттăшĕ тăван тăрăха таврăнайман, вĕсен çамрăк ĕмĕрĕ вăхăтсăрах ют çĕрте татăлнă. Яланлăхах çамрăк пулса юлнисенчен пĕри - Мăнçырма хĕрĕ Нина Капитонова. Вăл çуралнăранпа 2013 çулта 90 çул пулнă. Эппин унăн пурнăçĕнчи тата унăн астăвăмĕпе çыхăннă паллăрах самантсене йĕрлесе тухар-ха.

Нина Семеновна Капитонова 1923 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Çемьери виçĕ ачаран вăл чи асли пулнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, учитель пулас ĕмĕтпе, Канашри педучилищĕне вĕренме кĕрет, 1940 çулта вĕренсе пĕтерет. Унтан Чупайĕнчи тулли мар вăтам шкулта ĕçлеме тытăнать, çав вăхăтрах Шупашкарти пединститута куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет.

Вăрçă пуçлансан çул çитнисем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса каяççĕ. Çамрăк учительница та текех чăтса тăраймасть, 1942 çулхи май уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе çара çырăнать.

Нина Капитонова тинĕс çар пехотине лекет. 62-мĕш Армин 92-мĕш уйрăм стрелковăй бригадăри 4-мĕш уйрăм батальонра санинструктор пулса Сталинград хулишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăнать.

Çапăçусем вара кунран-кун йывăрланса пынă, фашистсем кăнтăрла та, çĕрле те пирĕн салтаксене канăç паман. Тинĕс пехотинецĕсем (моряксем) атакăна кайсан Нина та вĕсенчен юлман. Санинструктор вут-çулăм витĕр, хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр аманнă салтак патне пырса суранĕсене типтерлесе çыхнă, питĕ йывăр аманнисене лăплантарма тăрăшнă. Хÿтлĕх вырăна илсе тухнă, медсанчаçе илсе çитернĕ. Вăл яланах малтисен ретĕнче пулнă, аманнисене вăхăтра пулăшу панă, çапла пурĕ 160 салтакăн пурнăçне сыхласа хăварнă. Çав хушăрах хăйĕн те пĕр хут кăна мар автомат тытса çапăçăва кĕме тивнĕ.

Хăюлăхпа паттăрлăхшăн СССР Верховнăй Совет Президиумĕ 1943 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче кăларнă Указпа килĕшÿллĕн, Нина Семеновна Капитонована Ленин орденĕпе наградăланă, шел, вăл çак ордена алла тытса курайман. Пĕр çапăçура 20 çулхи Нина Капитонова санинструктор аманнă, Атăлăн тепĕр енне каçарнă чух мина çинче сирпĕнсе кайнă.

Ентешсем вăрçă паттăрне манмаççĕ. 1975 çулхи апрель уйăхĕнче Мăнçырма шкулĕнчи пионерсемпе шкул ачисем Аслă Çĕнтерÿ 30 çул тултарнине халалласа вăрçăра паттăрла пуç хунă Нина Капитонова ячĕпе автобус тума 10 тонна тимĕр-тăмăр пухса панă. Районти ытти мĕн-пур шкул ачисене çак ĕçе активлă хутшăнма, Аслă Çĕнтерÿ кунне тивĕçлипе кĕтсе илме чĕнсе каланă. 1976 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче Мăнçырмари вăтам шкул умне пионерсемпе шкул ачисем, «Правда» колхоз ĕçченĕсем, районтан килнĕ представительсем йышлăн пухăннă. Кунта вăрçă паттăрĕ Нина Капитонова ячĕпе хисепленекен автобуса кĕтсе илнĕ. Çав ятпа савăнăçлă митинг пулнă. Митинга Мăнçырмари вăтам шкул директорĕ А.Соловьев уçнă.

Унта Нина Капитонован йăмăкĕ Римма Семеновна Жиленкова сăмах тухса каланă. Вăл хăйĕн аппăшĕн ятне пысăка хурса хакласа чыс тунăшăн, çĕнĕ автобуса унăн ятне панăшăн хĕпĕртени çинчен пĕлтернĕ, шкул ачисене автобус тума тимĕр-тăмăр пухса панăшăн тав тунă. Шкул ачисем Василий Алендей çырнă «Вилĕмсĕр Нина» сăвва каласа панă.

Автобус уççине автотранспорт предприятийĕнче ĕçлекен хастар водителе В.Николаев комсомолеца шанса панă. Автобус Шупашкар маршручĕпе рейса тухнă. Унăн салонĕнче - Н.Капитонова сăн ÿкерчĕкĕпе биографийĕ. Тăван çĕршыв никама пăхăнманлăхĕшĕн пуçне хунă паттăрсене никам та, нихçан та манас çук. Н.Капитонован вилĕмсĕр çутă сăнарĕ яланах халăх асĕнче пулĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.МАТВЕЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика