18 января 2014 г.

1990 çултан пуçласа «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ хамăрăн ентеше, Кĕтеснер ялĕнче çуралнă Чăваш АССР халăх писателĕн В.С.Алендейăн ячĕпе литература конкурсĕ ирттерме йышăннă. Унтанпа литература тĕлĕшĕнчен пултарулăхпа палăрнă нумай çыравçă çак хисеплĕ ята тивĕçрĕç. Кăçал çак премие илме çичĕ автор хăйсен хайлавĕсене «Хĕрлĕ ялав» хаçата тăратрĕ, ытларахăшĕн сăвă ярăмĕсем пулчĕç. Вĕсен авторĕсем - Г.Матвеев, М.Тимушкин, Т.Дорофеева - Миро, М.Прокопьева, А.Палайтиене, В.Христофорова. Проза жанрĕпе хăйĕн ĕçне А.Белова тăратрĕ. Раççей Журналисчĕсен кунĕнче районти çыравçăсенчен йĕркеленĕ жюри комиссийĕ пĕр сасăллă пулса Анисса Егоровна Белован «Кĕтрĕн... Кĕтсе илеймерĕн» новелли (вăл хаçатра ноябрĕн 30-мĕшĕнче тухнă) литература енчен, хумхантаракан ыйтусенчен пĕри пулнине палăртса комисси членĕсем çак премие А.Белована пама йышăнчĕç. Вăл çырнă статьясем республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче те кун çути кураççĕ. Унăн хайлавĕсем, чăвашрадиопа та сахал мар янăраççĕ. Вырăнти радиоузелта та унăн сасси нумай çул халăхпа пĕрле пулнă, мĕншĕн тесен вăл унта нумай çулсем хушши вăй хунă.
1973 çулта А.Беловăна СССР Журналистсен союзĕн членне илеççĕ. Редакцири пуçламăш организацин секретарĕ те пулать. Анисса Егоровна паллă журналист, пурнăçра пурне те пулăшма хатĕр çын. Çак статья авторне те вăл ĕçре сахалах мар пулăшнă. Обществăра активлă та пултаруллă журналист. Тăван район хаçатĕнче 30 çул чунне парса вăй хунă вăл. Район историйĕнче журналистикăна çавăн чухлĕ халалланă пĕртен-пĕр хĕрарăм. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн панă Хисеп грамотисемпе ытти наградăсем унăн темĕн чухлех, «Ĕç ветеранĕ» медаль те пур.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА