АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçачĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

18 января 2014 г.

Район хаçачĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

Январь уйăхĕнче чăваш журналисчĕсем хăйсен профессиллĕ уявне икĕ хут уявлаççĕ: пĕри январĕн 13-мĕшĕ - Раççей пичечĕн, тепри - январĕн 21-мĕшĕ - Чăваш пичечĕн кунĕ. Пĕрремĕшĕ 1703 çулта Мускавра «Ведомости о военных и новых делах, достойных знания и памяти» ятпа пуçласа пичетлесе кăларнă хаçатпа, иккĕмĕшĕ вара 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче пуçласа кун çути курнă пĕрремĕш чăваш хаçачĕпе, «Хыпарпа», çыхăннă. Икĕ уява пĕрле пĕрлештерсе кăçал ăна паян Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паллă тăваççĕ.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат çапла çуралнă

1928-1930 çулсенче районсенче хаçатсем тухма тытăнаççĕ. Ку енĕпе МТС (машинăпа трактор станцийĕ) çумĕнчи политпайсем пуçарулăх кăтартса хаçатсем кăларма тытăнаççĕ. 1931 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче ПСКП «б» Вăрмар райкомĕпе райĕçтăвкомăн тата райпрофсоветăн «Трактăр» ятпа хаçатăн 1-мĕш номерĕ тухать. Паллах хаçат 1930-мĕш çулсенче пĕрлештернĕ ял хуçалăхсем çинчен нумай çырнă. Мирлĕ пурнăç нумаях пыман, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Унта хаçат сотрудникĕсем те тухса кайнă. Вĕсем корреспондентсем мар, салтаксем пулса çапăçнă - В.Туртушов, П.Павлов, Т.Кожин... Вĕсем фронтра харсăррăн çапăçнă вăхăтрах район хаçатне çырусем, сăвăсем ярса парса тăнă. Акă мĕн çырнă фронтран В.Туртушов:

«Çук, памастпăр, ашкăнмашкăн

Сĕмсĕр, урнă йытсене.

Вăхăт çитĕ тĕп тумашкăн,

Пур ĕç халăх тăшманне».

Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленнĕ, анчах та унăн хыççăнхи çулсем пĕрре те çăмăл пулман. Юхăннă хуçалăха çĕклеме пĕтĕмĕшле илсен хĕрарăмсемпе çамрăк ачасем хутшăннă. Çакăн пирки питĕ тĕплĕн çырса пынă «Хĕрлĕ ялав» хаçат. Вĕсен ĕçлес туйăмне çĕклес енĕпе хаçат редакцийĕ сахал мар ĕçленĕ. Çак вăхăтра хаçата 191 çын çырса тăнă. Вĕсенчен 62-шĕ фронтовиксем пулнă.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе «Хĕрлĕ ялав» хаçат çак çулсенчех нумай ĕç туса ирттернĕ. Акă 1948 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче хаçат редакцийĕ, физкультурăпа спорт ĕçĕсен районти комитечĕ тата çут ĕç пайĕ район хаçачĕн куçса çÿрекен парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем ирттернĕ. Çĕнтерÿçĕсене куçса çÿрекен парнесем тата «Хĕрлĕ ялав» хаçат çырăнса панă. Çак ырă йăла паян кун та пурнăçланса пырать.

Районтан сахал мар паллă çын тухнă. Вĕсенчен пĕри - В.Алендей, Чăваш халăх писателĕ. Вăрçăран суранланса таврăннă хыççăн 1947-мĕш çулхи февраль уйăхĕнче районти пирĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçатра ответлă редактор пулса ĕçлеме тытăннă. Вăл ертсе пынипе нумай ун чухнехи кунпа çыхăннă статьясемпе очерксем, критикăлла заметкăсем пичетленĕ. Каярах Василий Степанович Шупашкара куçса кайнă, 1958 çулта ăна СССР Писателĕсен союзне илнĕ. Вăл вуншар-вуншар кĕнекесен авторĕ.

Çакна палăртма кăмăллă: 1948 çулта СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн тухăçлă тыр пул çитĕнтернĕшĕн пирĕн районти 4 çынна Ленин орденĕпе, 2 çынна «Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав» орденĕпе, 9 çынна «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçре палăрнăшăн» медальсемпе наградăланă. «Хĕрлĕ ялав» хаçат çак пулăмсене уççăн çутатса пынă.

Редакторсем улшăннă, анчах та «Хĕрлĕ ялав» хаçат, Вăрмар районĕ ял хуçалăхлă пулнă май, хăйĕн страницисенче ытларах çак темăсене хускатнă. Çак темăна анлăрах çутатас тесе ĕç ялкорĕсемпе тăтăшах канашлусем ирттернĕ. Пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлесен, вырăнти лару-тăрăва лайăх пĕлсен çак тематикăна çутатса пама та çăмăлрах, халăх та ăшшăнрах йышăнать.

1960-1980-мĕш çулсенче районта выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем, чăх-чĕп фермисем çĕкленнĕ, социаллă пурнăçпа инфратытăм та аталаннă. Вăрмар поселокĕнче 2 хутлă çуртсем умлă-хыçлă ÿснĕ. Çак пулăмсене «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ çырмасăр айккинче тăрса юлма пултарайман. Хаçатăн çулсерен пухса пынă çыххисене уçса пăхсан çакă куçăмлăн курăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче - йывăр самантра - хаçат тиражĕ чакса кайманни, çынсем редакци ĕçченĕсене ĕненни, шанни çинчен те калать. Чăн та пĕр хушă тираж чакнă вăхăт пулнă. Халĕ вара юлашки çулсенче вăл ÿссех пырать. Халĕ сирĕн килĕрсене, учрежденипе организацисене 2014 çултан 3380 экземпляр хаçат пырать. Çакă пирĕншĕн, редакци ĕçченĕсемшĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пек туйăнать, мĕншĕн тесен кашни çемье мар пулсан та, вĕсенчен ытларахăшĕ пирĕн хаçатпа, «Хĕрлĕ ялавпа», туслă.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат çумĕнче ЧР Журналисчĕсен пуçламăш организацийĕ ĕçлет. Кăçал унăн юбилейĕ те çывхарать. 1974 çулхи март уйăхĕнче вăл хăйĕн ĕçне пуçланă. Чи малтанах районта журналистсен ретне А.Хованский тăнă. Ун хыççăн йыш ÿссех пынă. Паянхи кун тĕлне Раççей Журналисчĕсен Чăваш Республикин Вăрмар район уйрăмĕнче - 9 çын. Вĕсем хаçата пуян содержаниллĕ тума, актуаллă темăсем çĕклеме нумай пулăшаççĕ. Çавна пулах хаçата вулакансен йышĕ ÿссех пырать.

Журналистсен пуçламăш организацийĕ умĕнче пысăк тĕллевсем тăраççĕ: редакци çумĕнче йĕркеленĕ литература пĕрлешĕвĕпе пĕрле журналистсемпе обществăлла корреспондентсен пултарулăхне тăтăшах ÿстерсе пымалла, вулакансене тарăн содержаниллĕ, кăсăклантаракан материалсемпе тивĕçтермелле, тĕрлĕрен жанрсемпе ытларах усă курмалла, пурнăçпа тан утмалла.

Вăрмар районĕ ĕмĕртен ял хуçалăхĕпе çыхăннă май, çак темăна çутатасси чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнă. Ял ĕçченĕсен ăмăртăвне анлăн çутатасси çеç мар, ăна сарса пырас тесе ытти майсемпе те усă курнă. Хĕл кунĕсенче «Ферма хыпарĕсем», çураки тата тыр пул пухса кĕртнĕ тапхăрта «Уй-хир хыпарĕсем» е «Çураки», «Вырма» листоксем, плакатсем кăларнă тата тепĕр йывăр лав вăл редакципе типографи коллективĕшĕн çурхи уй-хир ĕçĕсемпе вырма вăхăтĕнче район хаçатне кашни кун е эрнере 5 кун кăларни. Редакци сотрудникĕсем ирех ялсене, уй-хире çитсе килнĕ те çав кунах пичете материал панă, хыпарĕ тепĕр куннех вулакансем патне çитнĕ.

Район хаçачĕ пурнăçа нумай енлĕ çутатнипе пĕрлех вăрçă темине те манăçа хăвармасть. Хăй вăхăтĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе тăтăшах тĕл пулусем ирттернĕ. Шел пулин те, вăрçă участникĕсен йышĕ сахалланса пынă май хальхи вăхăтра ун пек тĕл пулусем ирттерме май çук. Апла пулин те вăрçă ветеранĕсем çинчен материалсем хаçат страницисенче тухсах тăраççĕ.

Вак тата вăтам бизнес, производство та районта аталансах пырать. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырасси редакци коллективĕшĕн пĕлтерĕшлĕ темăсенчен пĕри. Уйрăм материалсемсĕр пуçне ятарлă кăларăмсем те тухаççĕ.

Коллективра пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемесĕр çитĕнÿ тăвасси пулмасть. Çакна паянхи кун тĕлне тĕп редакторăн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан З.Павлова ертсе пынипе, В.Толматов яваплă секретарь, Э.Михайлова корреспондент, А.Любимова тĕп бухгалтер, И.Артюкова компьютер пайĕн редакторĕ, Л.Федотова электрон наборĕн операторĕ, А.Семенов водитель тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ. Тумалли ĕçсен тĕллевне палăртнă - вăл район пурнăçне тĕрлĕ енлĕ, тĕрĕс те анлăн, туллин çутатса пырасси.

(А.Хованский материалĕсемпе усă курнă).

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика