АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çамрăксем стипенди илĕç

18 января 2014 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев пултарулăхра пысăк ÿсĕм тунă çамрăк ĕçченсем, студентсем, шкул ачисем валли ятарлă стипенди çирĕплетни çинчен калакан хушăва алă пуснă. Вĕренÿре, бизнесра, ăслăлăх, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнче курăмлă çитĕнÿсемпе палăрнă пĕр пин хĕрпе каччă 2014 çулта кашни уйăхра 1830 тенкĕ илсе тăрĕç. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 22 миллион тенкĕ уйăрнă.

Стипендиатсем хушшинче 60 проценчĕ вĕренекенсем, 8 проценчĕ обществăлла пĕрлешÿсен активисчĕсем, 32 процент промышленность, ял хуçалăх, вĕрентÿ, культура сферисенчи çамрăк специалистсем. Чăваш Енри пултаруллă тата хастар çамрăксене патшалăх енчен пулăшасси, вĕсене аталанма, хăйсене кăтартма майсем туса парасси - республикăра пурнăçланакан тĕп çул-йĕрсенчен пĕри шутланать.

Вăрмар районĕнче кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине çак пултаруллă çамрăксем илсе тăрĕç: Н.Афиногенов, Т.Ларионова, Д.Никитин, В.Степанова, Ю.Михеева, О.Чернова (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем ÿкерчĕк çинче), Е.Иванова (Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕренекен), Д.Николаев («Иванов Н.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тракторист пулса ĕçлекен).

Стипенди илсе тăракан шкул ачисем аслă классенче вĕренеççĕ, шкулти, район, республика шайĕнчи мероприятисемпе конкурссене, тĕрлĕ ăмăртăва, обществăлла пурнăçа активлă хутшăнаççĕ, олимпиадăсенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăни шкул ачисемшĕн пысăк çитĕнÿ, хавхалану.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика