18 января 2014 г.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин федераллă, республика, муниципаллă шайри ертÿçĕсемпе, районти предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ черетлĕ планеркăра иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă.
Константин Владимирович чи малтанах иртнĕ çул районта пулса иртнĕ паллă пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. Декабрь уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов пулчĕ. Вăл «Светлана» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, авариллĕ çуртсенчен çынсене хăтлă хваттерсене куçарас ĕç мĕнлерех пынипе кăсăкланнă, тăлăха юлнă ачасене поселокри Крупская урамра хăпартнă çĕнĕ çуртри хваттерсен уççисене чаплă лару-тăрура панă.
Унтан яваплă çынсем 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕн строительство объектне çитсе кунти ĕçсем еплерех пынипе паллашнă. Ю.Попов тата К.Никитин пулас çĕнĕ ача сачĕн пĕрремĕш кирпĕчне хунă. Инфратытăма аталантарни районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать. Ку енĕпе иртнĕ çул район администрацийĕ, строительство организацийĕсем тĕллевлĕ ĕçленĕ. Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, «Светлица» кафе, Кивĕ Вăрмарта фельдшерпа акушер пункчĕ, поселокри Крупская урамра хăтлă çурт-йĕр тата ытти пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайнă. Строительство ĕçĕсем тăвассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи ăнăçлă ĕçлесе пынă. Вăл 2013 çулхи пĕтĕмлетÿсемпе «Республикăри чи лайăх вак предприяти» ята тивĕçнĕ.
ЧР чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн Хисеп грамотине Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тивĕçнĕ. «Чăваш Республикинчи 2013 çулхи муниципаллă пĕрлĕхĕн чи лайăх пĕрлехи диспетчер служби» ята çĕнсе илсе Вăрмар район администрацийĕ 2-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
Иртнĕ çул палăртнă обязательствăсене район пĕтĕмпех пурнăçланă. Кăçалхи çул та тумалли ĕçсем чылай. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлемелле, строительствăра, вĕрентÿ системинче, сывлăх сыхлавĕнче те пурнăçламалли ĕçсем чылай.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин кăçал палăртнă ĕçсене пысăк яваплăхпа пурнăçламаллине, çул-йĕр ĕçченĕсен хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăмаллине, Кăшарни çитсе пынă май шыв объекчĕсенче асăрхануллăрах пулмаллине, районта физкультурăпа спорт юхăмне активлăрах аталантармаллине каларĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.Павлова