15 января 2014 г.

Аслă Раштав уявĕ мĕн авалтан халăха пĕр çĕре пуçтарнă, тăван-пĕлĕшсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, юрă юрласа, ташласа хăйсен савăнăçне палăртнă, кучченеçсемпе сăйланă, пурнăç тату та савăк пултăр тесе пĕр-пĕрне саламланă. Çакă пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетнĕ, авалхи ырă йăла-йĕркесене упраса хăварма пулăшнă.
Çак йăла-йĕркене малалла тăсса иртнĕ çулсенчи пекех Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем, Чулкасри библиотека çумĕнчи «Эпĕ тата манăн тĕнче» клуба çÿрекенсем Чăваш Митрополийĕн вырсарни шкул коллективĕсем хушшинче Шупашкарта иртнĕ «Раштав çăлтăрĕ» пултарулăх фестивальне хутшăннă. Ку вăл ачасене кăмăл-сипет енчен пуянлатма, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшакан мероприяти. Ăна кашни çулах ЧР Культура министерстви тата «Чувашия» фонд пулăшнипе «Милостивая» ыркăмăллăх Православи фончĕ йĕркелесе ирттерет.
Христос çуралнипе çыхăннă «Раштав çăлтăрĕ» фестивале ачасем пур кăмăлтан хутшăнчĕç. Вĕсем Библире çырнă «Турра панă парне» сюжет тăрăх кăтарту йĕркеленĕ. Кунта çапла каланă: «Пĕррехинче Турă 100 ангела чĕнсе илнĕ те çĕр çинче мĕн лайăххи пур çавна илме янă. Вĕсенчен 99-шĕ Турă палăртнă вăхăтра каялла таврăнса мĕн лайăххине илсе килсе панă. Пĕр ангелĕ кая юлнă, палăртнă вăхăтра çитеймен. Вăл алă тупанĕ çинче куççуль илсе килнĕ. Хăй куççуль илсе килнине Турра çапла ăнлантарса панă: «Пĕр çылăха кĕнĕ çын питĕ йĕрсе тархасласа хăйне каçарма куççуль витĕр ыйтнине курсан, чăтаймарăм - куççульне илсе килтĕм», - тенĕ. Турă вара ăна çапла хуравланă: «Çылăхлă çыннăн куççулĕ пур парнесенчен те хаклăрах», - тенĕ.
Игорь Ивановпа Лидия Васильева «Ангелы» юрра юрланă. Ачасен кăтартăвĕ пурне те кăмăла кайнă. Чуна пырса тивекен сюжета Анна Байгушевăпа Анастасия Павлова хатĕрленĕ. «Раштав çăлтăрĕ» фестивале Владимир протоиерей пехилленипе ачасем Вăрмар поселокĕнчи Михаил Архистратиг тата Чулкасри Çветтуй Троица чиркĕвĕсен ячĕпе хутшăннă. Уявра тĕн темипе çыхăннă ытти юрă-кĕвĕсем те янăранă. Жюри членĕсем фестивале хутшăннă ачасен пултарулăхне пысăк хак панă. Кунта хутшăннă кашни ачана пылак çимĕçсем парнеленĕ. Çакна палăртмалла: Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕренекенсем «Эпĕ тата манăн тĕнче» клуба çÿрекенсем район, республика шайĕнче иртекен пултарулăх фестивалĕсене активлă хутшăнаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ВЛАДИМИРОВА