АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çулта асăрхануллăрах пуласчĕ

15 января 2014 г.

Çĕнĕ çулта асăрхануллăрах пуласчĕ

Çак кунсенче республика шайĕнче волонтерсен «Çĕнĕ çул - çул çинче çĕнĕ йĕрке» акци иртнĕ. Çак акцие Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти тĕрлĕ классенче вĕренекенсем те хастаррăн хутшăннă.

Асăннă шкулта волонтерсен ресурс центрне ертсе пыракан И.Галкина тата кунтах ĕçлекен Л.Беззубова, Е.Васильева вĕрентекенсем хăйсен пуçарулăхĕпе палăрса тăраççĕ: ку хутĕнче те ĕнтĕ ЧР ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн ĕçченĕсемпе пĕрле (унăн ертÿçи А.Кондратьев) ирттерекен акцие хутшăнма хавас пулнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен вăхăтĕнче автотранспорт хатĕрĕсен хуçисене çул-йĕр правилисене уйрăмах çирĕпрех уямаллине аса илтересси.

Хальхи вăхăтра Вăрмар поселокĕнче çуран çÿрекенсемшĕн те, автотранспорт хуçисемшĕн те чи пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнсем - суту-илÿ центрĕсем, пасар вырнаçнă тĕлте çул-йĕрсем хĕресленнĕ вырăнсем. Çакна шута илсех ĕнтĕ акцин тĕп пайĕ поселокри «МегаЦентр» лавкка кукри тĕлĕнче иртнĕ. Ачасем ку тĕлте чарăнакан «хурçă утсен» хуçисене хăйсен аллипе йывăçран касса ăсталанă 150 «урхамах» тетте парнеленĕ, çул çинчи хăрушсăрлăха тытса пыма - чылайăшĕ хăйсем те ача ашшĕ-амăшĕсем-çке - чĕнсе каланă. Чăн та, 2014 лаша çулĕ пулсан та вăл çул çинчи хăвăртлăха ÿстермелли çинчен каламасть.

Çулпа патруль службин инспекторĕпе А.Сергеевпа питĕ туслăн И.Галкин (2 в класс), Т.Беззубова, А.Илларионова (6 в), П.Беззубов (11 а), Ю.Михеева (11 б) волонтерсем уйрăмах туслă ĕçлерĕç. ГИБДД сотрудникĕсем вĕсене тата ытти волонтерсене пылак çимĕçсемпе сăйларĕç. Водительсем те çак акци вăхăтĕнче кăмăллă пулчĕç. Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Ю.Молостовкин та ачасене кучченеçсемпе сăйларĕ. Юлашкинчен ГИБДД сотрудникĕсем волонтерсемпе пĕрле Вăрмар поселокĕ тăрăх автомашинăпа экскурси те ирттерчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ГАЛКИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика