15 января 2014 г.

Юлашки халăх çыравĕ тăрăх Мурманск облаçĕнче 3 пине яхăн чăваш тĕпленнĕ. Тĕрлĕ наци çыннисемпе вĕсем килĕштерсе пурăнаççĕ, ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнаççĕ.
Акă мĕн çырса пĕлтерет хамăр ентеш, Пысăк Енккассинче çуралса ÿснĕ экономика ăслăлăхĕн кандидачĕ, Мурманскри «Чăваш Ен» культура обществин канашĕн председателĕ Валериан Анатольевич Гаврилов: «Иртнĕ канмалли кунсем Мурманск хулинчи профсоюзсен Тĕп стадионăн спорт керменĕ Мурманск облаçĕнчи наципе культура пĕрлешĕвĕсен черетлĕ «Пĕрлĕх» фестивалĕ пулнипе палăрса юлчĕç. Фестивальте мини-футбол енĕпе турнир иртрĕ, официаллă мар йĕркепе ăна «СССР чемпионачĕ» теççĕ. Куракансем çавăн пекех молдаван, украин, чăваш, эрмен тата ытти халăхсен юрри-ташшисемпе киленме, наци кухнисен апат-çимĕçĕпе сăйланма пултарчĕç.
Икĕ кун наци пĕрлешĕвĕсен командисем хушшинче мини-футбол енĕпе турнир иртрĕ. Икĕ ушкăна пайланса çĕнтерÿшĕн 8 команда тупăшрĕç. Пирĕн ушкăнра эрмен, узбек, молдаван командисем пулчĕç. Ăмăртусем питех те интереслĕ, çивĕч иртрĕç. Чăвашсен команди вĕсене çăмăллăн çĕнтерсе вăхăт çитмесĕрех çурма финала тухма пултарчĕ.
Çурма финалти çивĕч кĕрешÿре Чăваш Ен команди Мурманск облаçĕнчи украинсен «Русичи» командăна çĕнтерчĕ.
Финалта казахсен «Казахстан» командăпа тĕл пултăмăр. Вăл вăйлă команда шутланать. Икĕ çул каялла ку командăпа тĕл пулса вылянăччĕ. Ун чухне эпир выляса янăччĕ. Каярахпа вĕсене 6:4 шутпа çĕнтернĕччĕ. Пирĕн команда вăйлă пулнине шута илсе финал умĕн вĕсем хăйсен командине çирĕплетме шутларĕç. Футболла выляссипе облаçре темиçе хут чемпион ятне çĕнсе илнĕ А.Перевороткина чĕнсе илчĕç. Чăваш командинче вара пачах урăхла килсе тухрĕ. Лайăх вылякан А.Ларионов командăран тухса ÿкрĕ. Çивĕч кĕрешÿре эпир 6:5 шутпа выляса ятăмăр, иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Виççĕмĕш вырăнта - украинсен команди. Пирĕн командăри А.Ижденев «Чи лайăх вылякан» ята тивĕçрĕ. «Чăваш Ен» командин чысне А.Ларионов, В.Горелов, А.Ижденев, Р.Хасянов, М.Спиридонов, В.Гаврилов, И.Абрамкин, Д.Осипов, Д.Чугарев тата вылякан команда тренерĕ В.Гаврилов пултаруллăн хÿтĕлерĕç.
Командăна турнирта выляма хатĕрлес енĕпе «Чăваш Ен» культура обществин канашĕн председателĕн заместителĕ В.Осипов нумай пулăшрĕ. Вăлах виççĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш Енре туса кăларакан апат-çимĕçе Мурманск облаçĕнче сутассипе пуçарулăх кăтартать.
«Пĕрлĕх» фестивальте С.Абрашкина чăваш ташши-юррипе савăнтарчĕ.
Курма пынисене чăваш кухни хăйĕн апат-çимĕçĕпе чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ хатĕрленĕ шăрттан, «Букет Чувашии» акционерсен уçă обществи кăларнă чăваш сăри, «Акконд» туса кăларакан кондитер изделийĕсем, пылак шывсем, Элĕкри улма-çырла комбиначĕн апат-çимĕçĕ, хуплу тата ыттисене вырнаçтарнă сĕтелсем умĕнчен куракансемпе ача-пăча татăлма пĕлмерĕç. Уйрăмах чăваш сăри тата шăрттан кăсăклантарчĕ чылайăшне.
«Пĕрлĕх» фестивале хатĕрленсе ирттерме пулăшнă «Чăваш ен» культура обществин канашĕн членĕсене В.Чернышева, В.Воротникова, Г.Расткина уйрăмах тав сăмахĕ калас килет».
Чăннипех пысăк ĕç туса ирттерет пирĕн ентеш, футбол командин капитанĕ, Санкт-Петербургри патшалăх университечĕн Мурманск хулинчи филиалĕн директорĕ, Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Гаврилов.
Источник: "Урмарская районная газета"