АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Урмарская» КСО – республикăри чи лайăх вак предприяти

15 января 2014 г.

«Урмарская» КСО – республикăри чи лайăх вак предприяти

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту-илÿ министерстви «2013 çулхи чи лайăх предприниматель» республика шайĕнчи конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Конкурс комиссийĕ вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем тăратнă заявкăсене пăхса тухнă хыççăн вак бизнесри пысăк социаллă экономикăллă кăтартусене тата инвестици активлăхне кура «2013 çулхи чи лайăх вак предприяти» ята «Урмарская» КСО» акционерсен хупă обществине панă.

«Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществине Николай Владимирович Зайцев ертсе пырать. Предприяти ĕçлеме тытăннăранпа район территорийĕнче пĕрин хыççăн тепри нумай объект хута кайрĕ. 2008 çулта 200 ача вĕренмелĕх Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 2010-2012 çулсенче Вăрмар поселокĕнчи Некрасов, Порфирьев урамĕсенче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем хута кайнă. 2013 çулта «Урмарская» строительство организацийĕ хăпартнă 160 ача вĕренмелĕх Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, Вăрмар райповĕн «Светлица» кафе ĕçлеме тытăнчĕç, поселокри Крупская урамра 30 хваттерлĕ пурăнмалли çурт, Хуруй ялĕнче нумай ачаллă Ивановсен çемйи валли 2 хутлă çурт хута кайрĕç. Кăçалхи март уйăхĕнче Крупская урамри тепĕр çĕнĕ çурт строительствине вĕçлеме палăртнă.

Кунта халĕ 3-мĕш хутра штукатурка ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çитес вăхăтра пур хутри пÿлĕмсенче шпатлевка тумалла, алăксем лартмалла, стенасене обойсем çыпăçтармалла. Пурĕ объектра 23 çын тăрăшать.

Çавăн пекех «Урмарская» КСО çулсеренех районти шкулсенче, культура çурчĕсенче, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерет. 2010 çулта организаци Чулхула облаçĕнчи Сергач хулинчи нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

Декабрь уйăхĕнче Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕн строительстви пуçланчĕ.

Ача сачĕн строительство объектĕнче çак кунсенче цоколь хăпартса пĕтерчĕç, бетон плитасем хума тытăнчĕç. Кунта 12 каменщик вăй хурать. Çанталăк условийĕсем организацие çак строительство ĕçĕсене пурнăçлама майлă пулчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика