15 января 2014 г.

Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ йĕркеленипе пирĕн района çăмăл атлетикăпа Тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, Тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Бостонри тата Чикагори марафонсен çĕнтерÿçи С.Захарова, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин тата ытти яваплă çынсем килсе çитрĕç. 2013 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче - Шупашкарта Олимп çулăмне алăра йăтса эстафета чупăвне хутшăннă пирĕн ентеш С.Захарова халĕ унăн факелне тăван района илсе килчĕ.
Хаклă хăнасене Аслă Чак ял тăрăхне кĕрекен автоçул çинче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ Ю.Соколов, Аслă Чак, Пысăк Енккасси, Пинер, Кавал тата ытти шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем чаплă лару-тăрура кĕтсе илчĕç. Икĕ Олимп вăййисене хутшăннă Светлана Захарова Шупашкарта Олимп çулăмĕн çулĕ çинче унăн факелне мăнаçлăн йăтса чупнине каларĕ, Сочири хĕллехи Олимпиадăна хутшăнакан пур Раççей спортсменĕсене те пысăк çитĕнÿ тума ăнăçу сунчĕ. Унтан факела Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина пачĕ. Константин Владимирович пирĕн районтан тухнă ентеш-спортсменсем Раççей, Тĕнче шайĕнче пысăк çитĕнÿсемпе палăрнине, вĕсем çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăнине, малашне те пирĕн районтан тухнă пултаруллă спортсменсем малтисен ретĕнче пуласса шанса тăнине палăртрĕ. Унтан факела шкул ачисене тыттарчĕ. Вĕсем пĕрин хыççăн тепри факела пĕр-пĕрне парса пычĕç, çак самантра хăйсене Олимп вăййисенче пулса курнăнах туйрĕç. Çул çÿрев малалла С.Захарован тăван ялне - Атайкассине тата Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула пулчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.Павлова