11 января 2014 г.
1740 çултан пуçласа Раççей патша правительстви Атăл çинчи вак халăхсене çĕнĕ вăйпа тĕне кĕртме пуçланă. Çак ĕçсене йĕркелесе пыма Сĕве хулинче «Новокрещенская контора» йĕркелесе хунă. Тĕне кĕртекенсен - пупсен, чиновниксен тата салтаксен йышне ÿстернĕ. Тĕне кĕрекенсене куланай тÿлессинчен, салтака илессинчен виçĕ çуллăха хăтарнă.
Çак йывăрлăхсем веçех тĕне кĕменнисем çине тиеннĕ. Чăвашсене 1762 çул тĕлне тĕне кĕртсе пĕтернĕ. Халăха православипе çыхăннă ятсем парса тухнă.
1765 çулта Сĕнтĕр ялĕнче йывăçран, халăхран пуçтарнă укçапа, Чĕрĕлĕх Паракан Троица (Живоначальной Троица) чиркĕвне хăпартса лартаççĕ. Чиркÿ прихутне çак ялсене çирĕплетсе параççĕ: Сĕнтĕр, Чулкас, Анаткас, Çитмĕш, Кĕлкеш, Çĕнĕ Кавал, Арапуç, Кивĕ Вăрмар. Прихутри ял çыннисем валли çĕр уйăрса параççĕ.
1801 çулта чиркÿ çурчĕ кивелсе юрăхсăра тухнине пула Хусан Архиепископĕ Серапион указне пурнăçа кĕртсе Иоанн Предтечи приделне туса хута яраççĕ. 1807 çулта чиркÿ валли сухаламалли тата утă çулмалли çаран, пурĕ 33 теçетин, çĕр уйăрса параççĕ.
1812 çулта халăхран пуçтарнă укçапа Троица чиркĕвне чулран купалама тытăнаççĕ те 1814 çулхи августăн 25-мĕшĕнче хута яраççĕ.
1883 çулта чиркÿ çумĕнче земство училищине уçаççĕ. Çак училищĕне 1885 çулта малтанхи вĕренекенсемпе пĕрле Кивĕ Вăрмар çынни, Раççей Патшалăхĕн II Думин пулас депутачĕ Александр Федорович Федоров ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ.
1939 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче чиркĕве хупас пирки ыйту тăратнă, чиркÿрен шкул тăвас шухăш пулнă. Анчах та ĕçе пурнăçа кĕртеймен. Чиркÿре 1941-1947 çулсенче служба ирттермен. 1948 çултан пуçласа чиркÿ ĕçлеме пуçланă, служба ирттересси те йăлана кĕнĕ.
ПĔЛМЕ
Чулкас (Сĕнтĕр) ялĕ Шупашкар хулинчен 73, Вăрмартан 3 çухрăмра вырнаçнă. 1795 çулта кунта 58 çурт пулнă, вĕсенче 95 арçынпа 124 хĕрарăм пурăннă. 2002 çул тĕлне 360 уйрăм хуçалăхра 1089 çын тĕпленнĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Г.ЭВЕРСКОВ