11 января 2014 г.
Кашни çын çутă тĕнчене пурăнма çуралать. Хăйĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕсемпе çĕр çинче вăл хăйне евĕрлĕ йĕр хăварать. Анчах мĕнле йĕр? Тарăн-и? Ырă-и? Сумлă-и? Е тата? Тек ыйтусем лартмăпăр. Анатолий Илларионович Пуклакова аса илсен вара тÿрремĕнех çапла калама пулать: вăл халăхшăн, çĕршывшăн тăрăшнă. Кашни çĕнĕ кун ĕнерхинчен лайăхрах, тулăхлăрах, телейлĕрех пултăр тесе нумай вăй хунă, халăхра ырă ят, çĕр çинче тарăн та сăваплă йĕр хăварнă.
А.Пуклаков, хăйне майлă питех те пултаруллă çын, 1934 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Илларион Павлович тата амăшĕ, Мария Сергеевна, ĕçчен çынсем пулнă, хăйсен 4 ачине тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерес, воспитани парас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă, ачаранпах хресчен ĕçĕпе пиçĕхтернĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Илларион Павлович фронта тухса каять, нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçать - шел пулин те, пĕр çапăçура унăн пурнăçĕ татăлать. Мăшăрĕ, Мария Сергеевна, 4 ачапа пĕччен тăрса юлать. Хăй те, ачисем те нумай шура-хур кураççĕ, вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи йывăр çулсенче выçăллă-тутăллă пурăнни те пулнă ĕнтĕ. Анчах ачисем çитĕнеççĕ, ĕçе кÿлĕнеççĕ.
Анатолий хăйĕн ĕç çул-йĕрне ялта, тăван колхозра пуçлать. Каярахпа çÿллĕ те патвар кĕлеткеллĕ, пысăк вăй-халлă каччă Тинĕс çар флотĕнче хĕсметре тăрать. Демобилизаци хыççăн, 1956 çулта тăван яла таврăнать. Кĕçех колхозра шофер пулса ĕçлеме тытăнать, çемье çавăрать. Вăл хăйĕн тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрать, колхоз производствинче вăхăта пăхмасăр ĕçлет, обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать.
Ĕçне кура ăна хисеплеççĕ, ял Совечĕн депутачĕ пулма суйлаççĕ, парти ретне илеççĕ. 1967 çулта КПСС райкомĕн йышăнăвĕпе ăна Шупашкара партипе совет шкулне вĕренме яраççĕ. Ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен 1970 çулта Анатолий Илларионовича тăван «Восход» колхоз председателĕ пулма суйлаççĕ.
Йывăр вăхăтра йышăнать вăл хуçалăха. Колхозра производствăпа ĕç дисциплини япăх пулнă, пур кăтартусемпе те вăл районта юлса пыракан хуçалăхсенчен пĕри пулнă.
Анчах çамрăк председатель çухалса каймасть. Çирĕп кăмăллăскер, йывăрлăхсене парăнманскер, кирлĕ таран пĕлÿ илнĕскер, колхоз тилхепине çирĕп тытать, яваплăха туйман хăш-пĕр специалистсене, вăтам звенори ертÿçĕсене улăштарать. Хăй вара кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлет, нумай вулать, малта пыракан хуçалăхсенче тăтăшах пулса вĕсен опычĕпе паллашать, колхозра ĕçлекенсенчен пуринчен те çирĕп ыйтать, кирлĕ чухне пулăшать. Колхоз йывăр «урапи» тăвалла пулсан та хăвăртрах кусма пуçлать. 3-4 çул хушшинчех производствăн пур участокĕсенче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Тĕш-тырă, çĕр улми, хăмла, пахча-çимĕç, выльăх апачлăх культурисен тухăçĕ палăрмаллах ÿсет. Выльăх-чĕрлĕх фермисенче те ĕçсем лайăхланаççĕ, аш-какай, сĕт, çăм çултан çул ытларах та ытларах туса илеççĕ. Хуçалăх патшалăх планĕсене пур енĕпе те пурнăçлама пуçлать, районта малта пыракан хуçалăхсен йышне кĕрет.
Анчах Пуклаков председатель тунă çитĕнÿсемпе лăпланмасть, малалла пăхать, ял ĕçченĕсене те татах та тухăçлăрах, пурнăçпа вăхăт ыйтнă пек ĕçлеме хистет.
Вăл производствăн пур процесĕсене те, механизацилес, колхозниксен ĕç условийĕсене лайăхлатас пирки пысăк ĕçсем туса ирттерет.
1973 çулта колхозра 3 пин сысна ĕрчетекен комплекс туса пĕтереççĕ. Унта вара алăпа йывăр çĕклемелли, тасатмалли пĕр ĕç те пулман тесен те тĕрĕс пулать. Пур çĕрте те машинăсемпе механизмсем ĕçлетчĕç. Самăртакан сыснасем вара талăкне 500-550 грамм ÿт хушатчĕç. Ку пите лайăх кăтарту пулнă.
Комплекс территорине асфальт сарнăччĕ, пушă вырăнсенче улма-çырла йывăççисем ÿсетчĕç, сысна витисенче вара... чечксем ÿстеретчĕç. Ферма ĕçченĕсем валли медицина профилакторийĕ, мунча, бассейн, кану пÿлĕмĕ тунăччĕ.
1980 çулта 400 пуç сăвакан ĕне усрамалăх комплекс хута кайрĕ. Кунта та комплекслă механизаци пулнă, витесенче вара пĕр-пĕр промышленноç предприятийĕнчи цехсенчи пекех тап-таса та çап-çутăччĕ. Чи кирли вара - ĕнесенчен сĕт сăвасси ÿссех пыратчĕ.
Машинăпа-трактор паркĕ те инçетренех илемлĕн курăнса ларатчĕ. Кунта автомашинăсем валли кăна мар, мĕнпур тракторсемпе комбайнсем валли ăшă гаражсем тунăччĕ, юсав мастерскойĕнче темиçе тĕрлĕ станок ĕçлетчĕ.
Тепĕр питех те пысăк ĕç - çул-йĕр тăвасси пулнă. Шăхаль ялĕнчи ватăрах çынсем астăваççĕ ĕнтĕ - иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче яла çитме йĕркеллĕ улăхтарнă çул пулман. А.Пуклаков тăрăшнипех 1975-1976 çулсенче «Вăрмар-Тикаш» çулĕнчен пуçласа Шăхаль ялне çитичченех (5-6 çухрăм) çул улăхтарчĕç, кайран ун çине гравий сарчĕç. Çапла вара колхоз та, ял йыш та пысăк инкекрен, çулсăрлăхран хăтăлчĕç. Ахальтен мар çĕнĕ çула Пуклаков çулĕ тетчĕç.
320 ача вырнаçмалăх вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне те тутарчĕ Анатолий Илларионович.
... 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче «Восход» колхоз районта çеç мар, республикăра та пурте пĕлекен хуçалăх пулса тăчĕ. Паллах, ку республика, район пулăшмасăр пулман.
КПСС обкомĕн секретарĕ А.Леонтьев пуçарăвĕпе тата тăрăшнипе 1980 çулхи июль уйăхĕнче Шăхальте республика шайĕнчи семинар пулчĕ. 340 хуçалăх руководителĕ пулчĕ кунта, нумай курчĕç, нумай тĕлĕнчĕç.
3 кунĕнче те вĕсем умĕнче А.Пуклаков, А.Леонтьев, республикăн ял хуçалăх министерствин представителĕсем тухса калаçрĕç. Паллах ĕнтĕ, манăн та, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă май, калаçмалла пулчĕ...
14 çул ертсе пычĕ вăл «Восход» колхоза. Темиçе пысăк награда, çав шутра «Хисеп Палли» орден та илме тивĕçлĕ пулчĕ. Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕччĕ вăл. Ĕмĕчĕсем, планĕсем татах та пысăкчĕ. Анчах та 1984 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ ăнсăртран, пĕр кĕтмен çĕртен татăлчĕ.
Питĕ пысăк çухату пулчĕ ку «Восход» колхозшăн та, пĕтĕм Вăрмар районĕшĕн те...
Январĕн 7-мĕшĕнче А.Пуклаков çуралнăранпа 80 çул çитрĕ, вăл пурнăçран уйрăлса кайни вара кĕçех 30 çул пулать.
Анчах астăвăм вăхăтран вăйлăрах. Пуклаков председателе унпа пĕрле ĕçленĕ, ăна пĕлнĕ çынсем паян та ăшă сăмахпа кăна асăнаççĕ, унăн ĕçĕсене пысăка хурса хаклаççĕ, ятне хăйсен чĕрисенче упраççĕ.
Анатолий Илларионовичăн мăшăрĕ те, Мария Александровна, ятлă та сумлă çын. Вăл педагог пулнă май 40 çул ытла пирĕн районти шкулсенче, çав шутра Шăхальте те, ÿссе çитĕнекен ăрăва математикăна вĕрентрĕ. Халĕ, паллах ĕнтĕ, тивĕçлĕ канура, Шăхальтех, хăйсен килĕнчех пурăнать.
Вĕсен ывăлĕ Михаил Анатольевич тăван ялти вăтам шкулта вĕреннĕ, 1981 çулта вара çар танккисчĕсем хатĕрлекен Хусанти Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ аслă училищĕрен вĕренсе тухрĕ. Нумай çул хушши Хĕç-пăшаллă вăйсен ретĕнче хĕсметре пулчĕ, подполковник званине илчĕ, 15 çул ытла Вăрмар районĕнче çар ĕç комиссарĕ пулса ĕçлерĕ. Хальхи вăхăтра Михаил Анатольевич Пенси Фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн ертÿçи. Ăна район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, район пуçлăхĕ пулма суйланă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Константин Владимирович Никитинпа алла-аллăн тытăнса ĕçлесе районăн экономикăпа социаллă сферине малалла аталантарассишĕн, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн нумай вăй хурать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.АЛЕКСЕЕВ