11 января 2014 г.
2014 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Раççей прокуратури йĕркеленнĕренпе 292 çул çитет. Пĕрремĕш Петĕрĕн 1722 çулхи январĕн 13-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ патшалăх институчĕ - прокуратура - ĕçлеме пуçланă. Император шухăшĕпе вăл патшалăх аппарачĕн ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслесе тăракан институт пулмалла пулнă. Каярахпа вара Раççей патшалăх влаç органĕсем саккун тăвакан акчĕсемпе килĕшÿллĕн прокуратура органĕсене патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, предприятисемпе учрежденисем, организацисем саккуна еплерех пăхăннине тĕрĕслесе тăмалли полномочисем панă. Çапла вара прокуратура органĕсен саккунлăха çирĕплетес ĕçри пĕлтерĕшне кура РФ Президенчĕн 29.12.1995 çулхи «Раççей Федерацийĕнче Прокуратура ĕçченĕн кунне çирĕплетесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн РФ Прокуратура ĕçченĕн кунне январĕн 12-мĕшĕнче паллă тума йышăннă.
Район прокуратурин ĕçченĕсем профессиллĕ уява ĕçри аван кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Прокуратура органĕсен тĕп тивĕçĕ çыннăн тата гражданинăн прависене, ирĕкне, çавăн пекех обществăпа патшалăхăн интересĕсене саккунпа сыхлассине хÿтĕлесси, право хуралĕн органĕсен преступленисене хирĕç кĕрешессине координацилесе тăрасси. Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратурин тата Чăваш Республикин прокуратурин директивлă докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн 2012 çулта район прокуратури пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, ĕç укçине тÿлемелли, ĕç сыхлавне, çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курмалли сферăсенчи граждансен прависене, предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕнчи субъектсен прависене хÿтĕлесси, право хуралĕн органĕсем коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçе вăйлатса пырасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрнă.
2013 çулта район прокуратури саккуна пăснă 759 тĕслĕх тупса палăртнă. Саккуна пăснă çак тĕслĕхсене пĕтерес тĕллевпе район прокуратурин ĕçченĕсем тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Çак тĕллевпе 211 право акчĕ пирки хирĕçлев, суда 6772 пин тенкĕлĕх 276 тавăç панă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсен ячĕпе 216 представлени тăратнă, вĕсене пăхса тухнă хыççăн 205 çынна дисциплинарлă енĕпе явап тыттарнă. Саккуна пăснă тĕрлĕ тĕслĕхсене кура 55 çыннăн административлă явап тытма тивнĕ, прокуратура тĕрĕслевĕсем тăрăх 1 çын ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна судпа айăпланă.
Район прокуратури суда тăратнă ыйтса çырнисем (заявленисем) граждансен социаллă прависене хÿтĕлессипе çыхăннă. Граждансем çырнă 276 заявленисенчен 275-шĕ çак ыйтусемпе çыхăннă. Вăл шутра Вăрмар районĕнчи 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокне 125 заявлени ярса панă. Вĕсем пурте ĕç укçине вăхăтра паманнипе çыхăннă пулнă. Заявленисене миравай судья пăхса тухнă, 289 пин тенкĕ укçа шыраса илме йышăну тунă. Иртнĕ çул çавăн пекех прокуратура оперативлă шырав, дознани, следстви ĕçĕсене пурнăçлакансем тĕлĕшпе надзор ĕçне пурнăçланă. Район прокуратури шучĕпе вĕсем пурнăçлакан ĕçсем çителĕксĕртерех. Çавăнпа кăçал та ку тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлĕпĕр.
Вăрмар район сучĕ тата миравай судья 2013 çулта 111 уголовлă ĕç пуçарнă. Пур уголовлă ĕçре те прокуратура ĕçченĕсем патшалăх айăплавĕпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех прокуратура ĕçченĕсем суд пăхса тухнă 115 гражданла ĕçе хутшăннă.
Ĕçри çитĕнÿ ырă кăмăллă, хăйсен ĕçне чунтан, тухăçлă пурнăçлакан прокуратура ĕçченĕсенчен нумай килет. Акă вĕсем: район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, район прокурорĕн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров, район прокурорĕн пулăшуçи К.Исаева, А.Максимова специалист, Д.Никулин водитель.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Е.КРАСНОВ