АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, çĕнĕ объектсем…

11 января 2014 г.

Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, çĕнĕ объектсем…

Декабрĕн 30-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов пулчĕ.

Чи малтанах вăл Вăрмар район пуçлăхĕпе М.Пуклаковпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Г.Васильевпа тĕл пулчĕ, ун хыççăн вĕсем «Светлана» тулли мар яваплă общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Çĕвĕ предприятийĕнчи ĕç процесĕпе паллашнă май çĕвĕçсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.

«Светлана» çĕвĕ предприятийĕ ятарлă ĕç тумĕсем, вырăн таврашĕсем çĕлессипе ĕçлет. Паянхи кун тĕлне кунта 60 çын вăй хурать. 2011 çулта Чупай, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче çак предприятин филиалĕсем уçăлнă, кăçал Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче 15 ĕç вырăнĕлĕх çĕвĕ цехĕ уçма палăртнă. 2013 çулта кунта ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 2012 çулхипе танлаштарсан 37,3 процент ÿснĕ, 13 пин тенкĕпе танлашнă.

Иртнĕ çул предприятирен 23,7 миллион тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă, çакă 2012 çулхипе танлаштарсан – 131,6 процент.

Çĕвĕçсем Ю.Поповпа куçа-куçăн тĕл пулнă май çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа еплерех пурнăçланса пынипе, арçынсем валли ĕç вырăнĕсем çителĕксĕрри, районта тротуарсемпе çулсем тăвасси пирки тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Ĕçлĕ çул çÿрев малалла поселокри Крупская урама пулчĕ. Ю.Попов çак урамри 30 хваттерлĕ 44 номерлĕ çурта савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăнчĕ. Вăл çĕнĕ çурт умĕнче пухăннă çынсем умĕнче сăмах илнĕ май Чăваш Ен пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе Раççейри 83 регион шутĕнче 6-мĕш, Атăлçи Федераллă округра 1-мĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. «Урмарская» КСО хăпартнă çуртри хăтлă хваттерсен уççийĕсене районти тăлăха юлнă 6 ача тата кивĕ, пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçакан 21 çын тивĕçрĕç. Çак кун В.Никитин, Н.Васильева, С.Федорова, Н.Гурьева тăлăха юлнă çамрăксем хваттер уççисене чаплă лару-тăрура тивĕçрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Алексеевич çĕнĕ хваттерсен хуçисене савăнăçлă пулăм ячĕпе саламласа кĕтнĕ уçăсене тыттарчĕ, Çĕнĕ çула çĕнĕ хваттерте кĕтсе илме пĕтĕм ыррине сунчĕ. Çавăн пекех паллă пулăм ячĕпе хваттер хуçисене район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, «Урмарская» КСО генеральнăй директорĕ Н.Зайцев саламларĕç. Строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ Н.Зайцев çак çурта 5,5 уйăхра туса пĕтерсе хута яни, 2014 çулхи май уйăхĕнче çурт йĕри-тавра хăтлăх кĕртесси пирки пĕлтерчĕ. Çĕнĕ çĕре пурăнма куçакансем хăйсен савăнăçне пĕлтереймесĕр ниепле те пултараймарĕç, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин, район администрацийĕн ертÿçисене пысăк тав сăмахĕсем каларĕç.

Ĕçлĕ делегаци хăтлăх кĕртнĕ хваттерсемпе вĕсен хуçисемпе пĕрле паллашрĕç. Кунта газ плитисемпе электрохатĕрсене хута янă, стенасене обойсем çыпăçтарнă, сантехника вырнаçтарнă. Савăнăçлă мероприяти хыççăн Ю.Попов поселокра декабрь уйăхĕнче пуçланнă ача сачĕн строительствипе паллашма кăмăл турĕ. Пулас ача сачĕ 145 ачана хăй хÿттине илĕ, кунта 8 ушкăн хута яма палăртнă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов цементпа раствор хутăшĕпе ача сачĕн пĕрремĕш кирпĕчне хыврĕ. Çак асра юлмалли ĕçе район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин та хутшăнчĕç. Строительство объектне графикпе килĕшÿллĕн 2014 çул вĕçĕнче хута яма палăртнă. Юрий Алексеевич çак ĕçе пурнăçлакан «Урмарская» строительство организацийĕн генеральнăй директорне Н.Зайцева ача садне сентябрь уйăхĕнче хута ярассишĕн тăрăшма хавхалантарчĕ, пулăшу кирлĕ пулсан пулăшма хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. «Сентябрь уйăхĕнче строительство объектне хута яни район çыннисемшĕн чăн-чăн парне пулĕччĕ, ача садне çÿрес текенсен черетне часрах чакарĕчччĕ», – терĕ Юрий Алексеевич.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов Вăрмар районĕнчи ĕçлĕ çул çÿреве район администрацийĕн ларусен залĕнче пĕтĕмлетрĕ: «Светлана» предприятире район çыннисем валли ĕç вырăнĕсем хатĕрленине ырларĕ, «Урмарская» КСО генеральнăй директорĕн Н.Зайцевăн çурт-йĕр строительствин ĕçĕнчи пысăк опытне палăртрĕ, çĕнĕ ача садне хута ямалли савăнăçлă мероприятире хăй те пулма тăрăшасса шантарчĕ. Юрий Алексеевич Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика