14 января 2013 г.
Культура учрежденийĕсене çĕнетес, вĕсенчи пурлăхпа техника базине пуянлатас енĕпе республикăра чылай программăсем пурнăçа кĕреççĕ. Çавна май районти культура учрежденийĕсем çĕнелсе пыраççĕ. Чулкасри, Чупайĕнчи, Арапуçĕнчи, Аслă Чакри, Шăхальти, Кавалти информаципе культура çурчĕсене, поселокри Культурăпа кану центрне çĕнĕ сăн кĕртнĕ.
Культура çурчĕсенче тăрăшакансем вырăнти халăха тĕрлĕрен мероприятисемпе савăнтараççĕ. Акă Хуруй ялĕнчи клубра Елена Геннадьевна Александрова заведующи пулса 15 çул тăрăшса вăй хурать. Кунта шкул ачисемпе тĕрлĕ кружоксем йĕркеленĕ вăл. 18 ача çÿрет унта. Пурĕ 5-6 тĕрлĕ кружок ĕçлет. Ачасем шашка-шахмат, теннис вăййисене кăмăллаççĕ. Кĕнеке вулама юратакансем валли библиотека пункчĕ ĕçлет, ăна та Е.Александрова ертсе пырать. Библиотекăра вырăнти ал ăстисен куравне йĕркеленĕ. Клубра ăшă, хăтлă. Пур çĕрте те тасалăх хуçаланать. Кăçал пурнăçламалли ĕçсем те чылай кунта. Клубăн çивиттине çĕнетес тĕллевлĕ. Ку енĕпе строительство материалĕсем хатĕрлеме тытăннă. Малашлăхра аякри ялсенче те культура вучахĕсем çĕнелессе шанас килет.