АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă карта

14 января 2013 г.

Универсаллă электронлă карттăсем (УЭК) илме килĕшменни республикăра пурăнакансене патшалăх, муниципаллă тата ытти пулăшусемпе усă курмалли правăран хăтармасть. Тĕрлĕ пулăшăва унчченхи мелпех - паспортпа тата кирлĕ ытти документсемпе усă курса илме май килĕ.

Патшалăх тата муниципаллă пулăшусемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе электронлă тата ытти мелсемпе усă курассин майĕсем пирки 2010 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче йышăннă. Патшалăх тата муниципаллă пулăшусемпе тивĕçтерессине йĕркелесси çинчен 210-мĕш Федераллă саккунăн 5-мĕшпе 6-мĕш статйисенче палăртнă.

Асăннă саккунăн 22-мĕш статйипе килĕшÿллĕн карттăра çыннăн сведенийĕсен минимумĕ кăна пулать:

- хушамат, ят, ашшĕ ячĕ;

- сăн ÿкерчĕк (енчен те универсаллă электронлă карттăна гражданина заявление кура Федераллă саккунăн 25-мĕш статйипе килĕшÿллĕн панă пулсан);

- универсаллă электронлă картта номерĕ тата вăл вăйра пулнин тапхăрĕ;

- Раççей Федерацийĕн субъекчĕн уполномоченнăй организацийĕ пирки çыхăну информацийĕ;

- Раççей Федерацийĕн обязательнăй пенси страхованийĕн системинче страхланнă çыннăн харпăр хăйĕн лицевой счечĕн страховани номерĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн универсаллă электронлă карттăсене 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа заявлени çырнине кура параççĕ.

Гражданин универсаллă электронлă карттăна илме килĕшмесен те пултарать. Çавна валли унăн Чăваш Республикинчи уполномоченнăй организацие - Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин «Медицина информаципе аналитика центрĕ» бюджет учрежденине пымалла. Кунта вăл универсаллă электронлă карттăсемпе усă курма килĕшменни пирки çырмалли заявленисен хатĕр бланкне илме пултарать. Заявленире даннăйсене (СНИЛС, паспорт) кăтартмалла, алă пусмалла та хатĕр документа уполномоченнăй организаци представительне памалла.

Аса илтеретпĕр: универсаллă электронлă карттăра упранакан электронлă приложенисем шутĕнче идентификацилĕхĕн, банкăн, обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕн, обязательнăй пенси страхованийĕн страховани свидетельствин даннăйĕсем пулаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика