01 января 2014 г.
2014 çулхи Çĕнĕ çул уявĕсем 8 куна (январĕн 1-8-мĕшĕсем) тăсăлаççĕ. Çавна май тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, учрежденисен ĕçĕнче улшăнусем пулаççĕ.
Районти почтамт. Çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсем январĕн 1, 2, 7-мĕшĕсенче канаççĕ. 3,4,5, 6,8-мĕшĕсенче яланхи йĕркепе ĕçлĕç.
32 номерлĕ аптека тата «Евросеть» суту-илÿ çуртĕнче вырнаçнă аптека пункчĕ. Январĕн 1-мĕшĕсĕр пуçне кашни кунах ĕçлеççĕ.
Тĕп больница поликлиники. Январĕн 1, 2, 5, 7, 8-мĕшĕсенче канмалли кунсем, 3, 4, 6-мĕшĕсенче шăмат кунхи графикпе ĕçлеççĕ. Стационар яланхи графикпех.
«Россельхозбанкăн» районти хушма офисĕ. 1, 2, 5, 6, 7, 8 - канмалли кунсем. Январĕн 4-мĕшĕ - ĕç кунĕ.
Районти пенси фончĕн Управленийĕ. Канмалли кунсенче - январĕн 1-8-мĕшĕсенче - клиентсене дежурнăй специалистсем 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен йышăнĕç.
ЗАГС пайĕ. Январĕн 4, 6-мĕшĕсенче 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлет.
Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри хушма офисĕ. Январĕн 1, 2, 4, 5, 7 - канмалли кунсем. 3, 6, 8-мĕшĕсенче офис граждансене 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен йышăнать.
Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ. Январĕн 1-мĕшĕнче пĕрремĕш автобуссем çула 7 сехетре тухĕç. Январĕн 9-мĕшĕччен хулана каякан автобуссем шăмат кунхи, ялсене каяканнисем вырсарни кунхи графикпе çÿрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"