АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл Мучипе Юр Пикене хаваспах кĕтсе илчĕç

01 января 2014 г.

Хĕл Мучипе Юр Пикене хаваспах кĕтсе илчĕç

Асамлă Çĕнĕ çул - Лаша çулĕ çитрĕ. Çак уява пуринчен ытларах ачасем кĕтеççĕ пулĕ. Вĕсем Хĕл Мучи парнесем парса савăнтарасса шанаççĕ.

Акă Кĕтеснер шкулĕнчи ачасем те Çĕнĕ çул уявне чăтăмсăррăн кĕтсе илчĕç. Декабрь пуçламăшĕнчех шкулта Хĕл Мучин мастерскойĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ачасем тĕрлĕрен теттесем ăсталарĕç, тĕрлĕ тĕслĕ хутран юр пĕрчисем, эрешсем касрĕç. Пур ача та хаваспах ĕçе хутшăнчĕ, тăрăшса ĕçлерĕ. Унтан вĕренекенсем хăйсен класĕсене Çĕнĕ çул теттисем, гирляндăсем çакса илемлетрĕç.

4, 5, 7-мĕш классенче вĕренекенсем Шупашкар хулинче пулчĕç. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх Академи драма театрĕнче «Снежные искорки» юмах курчĕç. Юмах пурне те питĕ килĕшрĕ: декорацийĕ çав тери илемлĕ, артисчĕсем тата хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ, куракансене чăн-чăн юмах тĕнчине илсе каяççĕ.

Юмах хыççăн ачасем Хĕл Мучипе Юр Пике патĕнче хăнара пулчĕç, вĕсемпе пĕрле капăрлатнă чăрăш тавра юрласа-ташласа савăнчĕç, вылярĕç. Юлашкинчен асамçă Хĕл Мучипе, Юр Пикепе сăн ÿкерчĕксем ÿкерĕнсе сыв пуллашрĕç.

Лаша çулĕ мĕн çулталăк тăршшĕпех ăнăçлă пуласса, тăнăç пурнăç, телей те савăнăç кÿрессе шанас килет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: О.СОРОКИНА, Л.ДАНИЛОВА, класс ертycисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика